Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

100 ҫул тӗлне Чӑваш Республикинчи ялсене 100-шер пин тенкӗ парӗҫ

ЧР Пуҫлӑхӗн тилхепине тытса пыракан яла уйӑрнӑ укҫасене мӗн валли усӑ курассине вырӑнти халӑхпа пӗрле канашласа татса пама хушнӑ

Нумай пулмасть Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫласа пыракан Олег Николаев ял старастисемпе тата территорисенчи общество самоуправленийӗсен председателӗсемпе онлайн-видеоконференци ирттернӗ.
Олег Николаев сӑмахӗсемпе, ҫак ҫынсем тӑван ял йывӑрлӑхӗсене, вырӑнти ҫынсен нушисене лайӑх пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа та ҫак институтсем республика аталанӑвӗшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ.
Тӳрӗ линипе усӑ курса старастасем регион пуҫлӑхне хумхантаракан ыйтусем пама пултарнӑ, тесе пӗлтерет унӑн пресс-служби. Вӗсем ялсене кӗрекен ҫулсен пахалӑхӗ ҫинчен, ҫӗнӗ ача-пӑча площадкисене тума кӑмӑл пурри ҫинчен, шыв башнисене юсасси тата ытти ҫинчен каланӑ.
Олег Николаев муниципалитетсене пулӑшса, Чӑваш автономийӗ 100 ҫул тултарнӑ ятпа кашни яла 100-шер пин тенкӗ уйӑрма хушнӑ.
"Сирӗн умӑрта Ял-хуҫалӑхпа Финанс министерствисене ҫак укҫасене уйӑрас ҫул-йӗрӗ палӑртма яваплатӑп. Кашни яла 100 пин тенкӗ уйӑрса памалла. Ҫак цифра пирӗн 100 ҫулхи юбилейпе синхронизацилененни те пӗлтерӗшлӗ",–тесе палӑртнӑ Олег Николаев.
Ун сӑмахӗсемпе, район центрӗсемпе хуласем валли парне хисепне уйрӑммӑн палӑртӗҫ.
ЧР Пуҫлӑхӗн тилхепине тытса пыракан яла уйӑрнӑ укҫасене мӗн валли усӑ курассине вырӑнти халӑхпа пӗрле канашласа татса пама хушнӑ. Вӑл старастасемпе ҫакнашкал тӗлпулусене малашне те ирттерме шутлать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев