104 çул каялла ТАССР йӗркеленнӗ
1920 çулхи майăн 27-мӗшӗнче ТАССР йӗркеленни пирки калакан Декрет çине алă пуснă.
Пӗтӗм Раççейри Тӗп ӗç тăвакан комитетăн (ВЦИК) тата РСФСР Халăх Комиссарӗсен Канашӗн (СНК) «Автономлă Тутар Социализмла Совет Республики çинчен» Декретне ВЦИК председателӗ М.И.Калинин, РСФСР СНК председателӗ В.И.Ленин тата ВЦИК секретарӗ А.С.Енукидзе алă пуснă.
Республика йышне Хусан, Ӗпхӳ, Самара, Вятка, Чӗмпӗр кӗпӗрнисен территорийӗсем кӗнӗ.
Тутар АССРӗнче патшалăх влаçне вырăнти рабочисен, хресчен тата Хӗрлӗ çар депутачӗсен канашӗсем, ЦИК тата ТАССР Халăх Комиссарӗсен Канашӗ пурнăçласа пынă. Наркоматсем туса хунă.
ТАССРти Советсен Учредительнăй съезчӗ пуличчен власть Вăхăтлăх револици комитечӗн (ертӳçи С.Саид-Галиев) аллинче пулнă.
Сăнӳкерчӗк: «Татмедиа».
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев