119 çул каялла Хусанта «Хыпар» тухнă
Çӗнӗ хыпарсем

119 çул каялла Хусанта «Хыпар» тухнă

1906 çулта январӗн 21-мӗшӗнче Хусанта пӗрремӗш чăваш хаçачӗ «Хыпар» тухнă. Кăларăмăн тӗллевне пирвайхи редактор чăвашсене çутта кăларасси тесе палăртнă.

Шел те, ӗмӗрӗ вăрăм пулайман, политикăллă статьясем пичетленипе хаçата 1907 çулхи май уйăхӗн 27-мӗшӗнче хупнă. 1918 çултан вăл Шупашкарта «Канаш» (каярах «Чăваш коммунни», «Коммунизм ялавӗ») ятпа тухать, 1991 çулхи августăн 30-мӗшӗнче хаçатăн пӗрремӗш ятне тавăрнă. 

Хаçатăн пӗрремӗш утăмӗсем пирки тӗплӗнрех çак ссылкăпа кӗрсе вулама пулать.

(www.culture21.ru тата gap.archives21.ru сайтсенчи сăнӳкерчӗксенче: Хусанти типографи, Н.В. Николский тата «Хыпар» хаçат ӗçченӗсем). 


Чуваши Татарстана общество

Нет комментариев