Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

175-мӗш гимназире вилнӗ тата аманнă çынсен çемьисене укçан тӳлевпе пулăшма йышăннă

Вилнӗ çынсен çемьисем 1 000 000 тенкӗ укçа илӗç, йывăр аманнă çынсен çемьисем 400 пин тенкӗ илӗç, çăмăл аманнисен çемьисем 200 пин тенкӗ илӗç

175-мӗш гимназире вилнӗ тата аманнă çынсен çемьисем укçа илӗç. Ку йышӑнӑва Тутарстан Президенчӗ ирттернӗ республикӑри терроризма хирӗҫ кӗрешекен комисси ларӑвӗнче палӑртнӑ. Çакăн ҫинчен республика ертӳҫин пресс-секретарӗ Лилия Галимова пӗлтерчӗ.

Вилнӗ çынсен çемьисем 1 000 000 тенкӗ укçа илӗç, йывăр аманнă çынсен çемьисем 400 пин тенкӗ илӗç, çăмăл аманнисен çемьисем 200 пин тенкӗ илӗç.

Унсăр пуçне лару итогӗсем тăрăх республикăри пӗтӗм вӗренӳ заведенийӗсене тӗрӗслӗç, хӑрушсӑрлӑх мерисене ӳстерӗç. Тата Тутарстан территорийӗнчи пӗтӗм хӗçпăшал хуçисене тӗрӗслӗç.

Юлашки хыпарсем тăрăх Хусанти 175-мӗш гимназире 8 çын вилнӗ, 21 çын аманнă, больницăра.

Çак инкеке пула майăн 12-мӗшӗ траур кунӗ пулни пирки пӗлтерчӗ Рустам Минниханов. Çак кун Хусанти шкулсенче уроксем пулмӗç.

Татар-информ архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев