Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

2019 çулта Хусан тӗнче чемпионатне йышăнать

Августăн 22-27-мӗшӗсенче Хусанта иртекен тӗнче чемпионатне 60 çӗршывран 1600 çамрăк профессионал хутшăнать.

Августăн 22-27-мӗшӗсенче Хусан «WorldSkills» профессилле пултарулăхпа тӗнче чемпионатне йышăнать, пӗлтереççӗ ăмăртăва йӗркелекенсем. Мероприятие 56 компетенципе 60 çӗршывран 1600 çамрăк профессионал хутшăнмалла. Чемпионатăн тӗп компетенцийӗсемсӗр пуçне WorldSkills Kazan 2019 пуласлăх профессийӗсемпе иртекен FutureSkills тата 16 çул тултарманнисен хушшинчи WorldSkills Juniors ăмăртăвӗсен площадки те пулӗ. Чемпионата хутшăнакансен пултарулăхне 1500 эксперт тӗрӗслӗ, вӗсене пулăшма 3500 волонтера явăçтараççӗ. Сăмах май, вӗсем Раççейрен кăна мар, ют çӗршывсенчен те килеççӗ. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: WorldSkills Kazan 2019