Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

2021 çулта Тутарстанра 2,6 миллион ытла тăваткал метр çурт-йӗр хута яраççӗ

ТР Президенчӗ çумӗнчи Патшалăх çурт-йӗр фончӗ социаллă ипотека программипе 161 çурт (5159 хваттер) тума палăртнă. Хальлӗхе 6 çурта хута янă.

Тутарстанра кăçал 2 миллион та 670 пин тăваткал метртан кая мар çӗнӗ çурт-йӗр хута ярасшăн. Паянхи кун тӗлне плана 3,9 процент чухлӗ пурнăçланă. Çакăн пирки ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ канашлура строительстао, архитектура тата ÇКХ министрӗ Марат Айзатуллин пӗлтернӗ.

Министр каланă тăрăх, ТР Президенчӗ çумӗнчи Патшалăх çурт-йӗр фончӗ социаллă ипотека программипе 161 çурт (5159 хваттер) тума палăртнă. Хальлӗхе 6 çурта хута янă.

Коммерциллӗ майпа çурт тăвакансем 2021 çулта 164 нумай хваттерлӗ çурт туса пӗтермелле. Хальлӗхе 7 объекта хута янă.

Харпăр çуртсем тăвас программăпа вара кăçал 8330 çурт тума палăртнă, 30-шне туса пӗтернӗ.

Граждансен уйрăм категорийӗсене çурт-йӗрпе тивӗçтерес программăпа 2021 çулта 738 çемье хваттер илӗ, çав шутра – 636 тăлăх ача,45 нумай ачаллă çемье, 48 çамрăк çемье тата Инçет Çурçӗртен куçса килнӗ е Чернобыль аварине ликвидацилеме хутшăннă 9 çемье.

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев