Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

2021 ҫулта Тутарстанра 1748 гектар вӑрман хӳтӗлекен йывӑҫ-курӑк лартӗҫ.

Кун Пирки ТР Пресс-службинче пӗлтерчӗҫ

2021 ҫулта Тутарстанра 1748 гектар вӑрман хӳтӗлекен йывӑҫ-курӑк лартӗҫ. 

"Вӑрман хӳтӗлекен йывӑҫӗсем ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсен тухӑҫлӑхне упраса хӑварас тата ӳстерес тӗллевпе, вӗсене эрозирен хӳтӗлес тӗллевпе лартаҫҫӗ. ТР Ял Хуҫалӑх Министерствин специалисчӗсем ҫулсеренех йывӑҫ лартмалли план палӑртаҫҫӗ. Кӑҫал хырсем, хурӑнсем тата лиственницăсем лартӗҫ", - пӗлтерчӗҫ ведомтсво пресс-службинче.

Ӗçсене «Воспроизводство лесов» программăпа килӗшӳллӗн пурнăçлӗç. Тутарстанра вӑрман культура сезонӗ апрелӗн 19-мӗшӗнче пуçланать. Паянхи кун Тутарстанра мӗнпур вăрман хӳтӗлекен йывăç-курăк лаптăкӗ 145 пин гектар шутланать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев