Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

2023 çула палăртнă бюджетра граждансен социаллă гарантийӗсене тӗпе хунă

Бюджет геополитикăпа экономика условийӗсен çăмăл мар тапхăрӗнче йӗркеленет. Парламентарисем палăртнă тăрăх, ют çӗршывсен санкцийӗсем çӗршыв экономикин аталанăвне самай ура хураççӗ.

Октябрӗн 20-мӗшӗнче ТР Патшалăх Канашӗ харăсах икӗ лару ирттерет. Çакăн пек йышăну тунă октябрӗн 13-мӗшӗнче иртнӗ ларура.

Октябрӗн 20-мӗшӗнче ирхине 10 сехетре С.Сайдашев ячӗллӗ Пысăк концерт залӗнче Тутарстан Республикин Президенчӗ  республикăн шалти тата тулашри лару-тăрăвӗпе çыхăннă Çулленхи Посланипе тухать.

Ун хыççăнах Патшалăх Канашӗн 36-мӗш ларăвӗнче 11 ыйтăва пăхса тухаççӗ, çав шутра 8-шӗ республика закон проекчӗсем, 2-шӗ федераллă закон. 

Тӗп ыйту ТР бюджетне 2023 тата 2024-2025 çулсене йышăнассипе тата пăхса тухассипе çыхăннă. Рустам Минниханов алă пуснă документа муниципаллă йӗркеленӳсен представителӗсемпе иртнӗ республика шайӗнчи канашлура, парламент итлевӗсенче анлă сӳтсе явнă.

Бюджет геополитикăпа экономика условийӗсен çăмăл мар тапхăрӗнче йӗркеленет. Парламентарисем палăртнă тăрăх, ют çӗршывсен санкцийӗсем çӗршыв экономикин аталанăвне самай ура хураççӗ. Экономика лару-тăрăвне çирӗплетес тӗллевпе йышăннă федераци тата республика шайӗнче  вăхăтлă йышăннă мерăсем кăна бизнесри çухатусене чакарма, ӗç вырăнӗсене упраса хăварма май панă. Çăмăл мар тапхăрта та граждансене социаллă гарантисемпе, бизнеса налог льготисемпе тивӗçтерекен бюджет йӗркелеме пултарнă.

Цифрăсем çапларах: прогноз тăрăх, пӗтӗмлетнӗ бюджетăн  (консолидированный бюджет) тупăш пайӗ 2023 çулта 394 миллиард тенкӗ ытла, тăкаксем 422 миллиард тенкӗпе танлашмалла. Çапла дефицит 27 миллиардпа танлашать.  

«Мӗнпур кирлӗ регламент процедурисене туса ирттернӗ. Бюджет дефицитлă пулин те республикăн тӗп финанс законӗн социаллă енне упраса хăварнă. Патшалăх программисем те малаллах ӗçлӗç», – тенӗ Фарид Мухаметшин закон проектне хак парса.

Сăнӳкерчӗк gossov.tatarstan.ru сайтран. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Парламент