Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

2023 çулта Тутарстан 289,2 миллиард тенкӗлӗх чӗртавар туса илнӗ

2023 çул ял хуçалăх ӗçченӗсемшӗн çăмăл килмерӗ пулсан та пӗтӗмӗшле чӗртавар туса илессипе республика Раççей регионӗсен хушшинче пиллӗкмӗш вырăн йышăннă. Кун çинчен ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Зяббаров январӗн 31-мӗшӗнче «Хусан-Экспо» халăхсен хушшинчи курав центрӗнче иртнӗ коллегире пӗлтернӗ.

Иртнӗ çул ӗçне пӗтӗмлетсе кăçала плансем палăртакан çакнашкал ларусене ытти министерствăсем хăйсен çурчӗсенчех ирттерчӗç пулсан, Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерстви Хусанти чи пысăк курав центрне суйланă. Унсăрăн пысăк габаритлă техника, хăйне ӗçпе тивӗçтерекенсен, наука организацийӗсемпе пӗчӗк хуçалăхсен экспозицийӗ хула варринчи министерствăн çуртне те, таврашне те шăнăçаймастчӗ.

ТР Раисӗ Рустам Минниханов ытти хаклă хăнасемпе пӗрле куравпа паллашнă хыççăн ларăва ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Зяббаров тӗп докладпа пуçланă. Ун сăмахӗсем тăрăх, 2023 çул ял хуçалăх отраслӗшӗн çирӗп тӗрӗслев пулнă: типӗ çанталăк, промышленность продукчӗсем, строительство материалӗсем, кредитсем хакланнă вăхăтра ял хуçалăх продукцийӗ йӳнелнӗ. Апла пулсан та республика 289,2 миллиард тенкӗлӗх чӗртавар туса илейнӗ.

Раççейре Тутарстан 5-мӗш вырăна тухнă. Апат-çимӗç промышленноçне те шута илсен вара республика пӗлтӗр пӗтӗмпе 590 миллиард тенкӗлӗх ял хуçалăх продукцийӗ илнӗ. Хăй халăхне чи кирлӗ ял хуçалăх продукцийӗпе туллин тивӗçтернӗ. Чăн та, налук парăмӗ те 6,9 миллиона ӳснӗ-ха. Ытларах (75 процент) панкрута тухнă предприятисен вăл. Ӗçлесе тăраканнисем вара парăма 127 миллиона чакарнă. Парăмçăсен шучӗ икӗ хут чаксан та, вӗсене вӗçӗмсӗр тӗрӗслесе тăмаллине каланă Марат Зяббаров.

ТР Раисӗ Р.Минниханов хăй сăмахне ял хуçалăх ӗçченӗсене тăрăшуллă ӗçлесе республикăна аталантарма пулăшнăшăн тав тунинчен пуçланă. Типӗ çанталăк тăнине пăхмасăр çӗр ӗçченӗсем 3,6 миллион тонна тырпул пухса илнӗ, выльăх-чӗрлӗх валли çителӗклӗ апат хатӗрленӗ.
«РФ Президенчӗ В.Путин, çӗршыв Правительстви, РФ Ял хуçалăх министерстви вăхăтра тӗрев панипе çакăн пек кăтартусем тăвайрăмăр», — тенӗ вăл хăй сăмахӗнче.

Ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшакан ял çыннисене уйрăммăн тав тунă республика лидерӗ. Раççейӗн çӗнӗ регионӗсене, хамăр салтаксене кашни район çӗршер тонна ял хуçалăх продукцийӗ ăсатать. Республика шефа илнӗ Лисичанскпа Рубежное хулисен халăхне паха продукципе тивӗçтерес тӗллевпе «Татпотребсоюз» унта лавккасем те уçнă.

Тутарстан выльăх-чӗрлӗх ӗрчетекен регион пулнине те палăртнă Рустам Нургалиевич. 2023 çула рекордлă 2,2 миллион тонна сӗт суса вӗçленӗ эпир. Ку ӗнтӗ чи малтан Кукмор, Балтаси, Саба, Атня пек районсен тивӗçӗ. Юлашки 4 çулта сăвăма 8 хут ӳстернӗ Мензеле пек районсем те пур. Анчах ку енчен лару-тăрăвӗ япăхланса кăна пыракансем те çук мар. Çӗнӗ Шуçăм районӗнче, тӗслӗхрен, пӗлтӗр ӗне выльăх шучӗ 10 пин пуçа чакнă. Камско-Устьинскисен те кӗтӗвӗ 8 пин пуçа сахалланнă. Спаспа Çарăмсан районӗсен те кăтартăвӗсем савăнмаллиех мар. Р.Минниханов сăмахӗсемпе, ку районсенче юлашки çулсенче пӗр инвестици проекчӗ те пурнăçа кӗмен. Ертӳçисене ку ыйтупа ӗçлеме хушнă вăл. Енчен те фермăсем хупăнаççӗ пулсан, пуçаруллă çынсене, фермерсене шырама сӗннӗ.

С. Камалетдинов (Татар-информ ИА) сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство