Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

2023 çулта Тутарстанра 3 пине яхăн çемье социаллă ипотека программипе хваттер туяннă

Пӗлтӗр ТР Патшалăх çурт-йӗр фончӗ республикăра социаллă ипотека программипе 64 пурăнмалли çурт (пӗтӗмӗшле лаптăкӗ 160,7 пин тăваткал метр) туса хута янă.

Бюджет сферинче тăрăшакансем, социаллă ипотека программине укçа хывакан предприятисенче ӗçлекенсем, тăлăх ачасем, çамрăк çемьесем, гранта тивӗçнӗ тухтăрсем, нумай ачаллă çемьесем тата Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннисен мăшăрӗсем пурăнма хатӗр хваттерсем илнӗ. 


Асăннă программăпа нумай хваттерлӗ çуртсем пуринчен ытла Хусанта тата Çырчаллинче тăваççӗ. Хусанти «Салават купере» комплексра 564 хваттерлӗх 5 çурт тунă, Çырчаллинчи 63-мӗш микрорайонта — 170-шер хваттерлӗ икӗ çурт. 


Социаллă ипотека программипе хваттер туянас условисем улшăнман — унчченхи пекех çулталăка 7 процент. Туяннă вăхăта уçнă шут çинче хваттер хакӗн 10 проценчӗ чухлӗ кăна укçа пулмалла, ыытине 28 çул çурă хушшинче тӳлесе татма май пур. Учета тăнă хыççăн çеемьере ача çуралчӗ-тӗк, 200 пин тенкӗ патшалăх уйăрать хваттершӗн тӳлеме. 


Паянхи кун тӗлне çак программа пурăнмалли çурт-йӗр условийӗсене лайăхлатас текенсемшӗн Раççейӗпе те чи тупăшли шутланать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: социальная ипотека