2025 çулта диспансеризаци ирттерни 900 пин ытла çынна тӗрлӗ чиртен сипленме пулăшнă
Диспансеризаци чир-чӗр диагностикин чи эффективлă мелӗсенчен пӗри пулса тăрать. Вăл амаланса пыракан чире вăхăтлă тупса палăртма май парса çыннăн пурнăçне упраса хăварма пулăшать.
Диспансеризаци чир-чӗр диагностикин чи эффективлă мелӗсенчен пӗри пулса тăрать. Вăл амаланса пыракан чире вăхăтлă тупса палăртма май парса çыннăн пурнăçне упраса хăварма пулăшать. 2025 çулта профилактика мероприятийӗсем ирттерсе 108 028 чире тупса палăртнă. Çав шутран 1 524 пулăмӗ усал шыçăпа (онкологи чирӗсем) çыхăннă. Тӗрӗсленнисенчен 20 проценчӗ кăна нимӗнпе те чирлеменни палăрнă. Кашни 10-мӗш çынра вăл е ку чир пуррине палăртнă. Диспансер учетӗнче пӗтӗмпе 1,2 миллион çын тăрать. Пӗлтӗр 900 пин ытла çынна тӗрлӗ медицина пулăшăвне панă.
Ăру пама пултарассине (репродуктивное здоровье) вара 18 çултан пуçласа 49 çула çитичченхи 450 пин çын тӗрӗсленӗ. Ку çак çул ӳсӗмӗнчисен 32 проценчӗпе танлашать. Диспансеризаци программине 72 медорганизаципе 933 предприяти хутшăннă. Икӗ çулта йыш икӗ хутчен ӳснӗ. Диспансеризацин 2-мӗш тапхăрне иртме тӗрӗсленнисенчен 10 процентне сӗннӗ.
Тутарстан Республикинче пурӗ 27 мобильлӗ комплекс хута кайнăӗ Çавсенчен 5-шӗ – мобильлӗ поликлиникăсем. Вӗсем çӳллӗ технологиллӗ медицина центрӗсен специалисчӗсене тухса çӳреме майсем туса параççӗ.
2025 çулта республикăри ялсене 90 пин хутчен тухса çӳренӗ вӗсем. Пилӗк çул хушшинче вара мобильлӗ поликлиникăсем 775 пункта çитсе 190 пин пациентăн сывлăхне тӗрӗсленӗ, чирленин 25 145 пулăмне шута илнӗ. Мобильлӗ комплекссене тӗрӗсленме пыракансен шучӗ пилӗк çулта 3,5 хутчен ӳснӗ.
Диспансеризаци «Продолжительная и активная жизнь» наци проекчӗпе , ăру хăварма пултарасси вара «Семья» наци проекчӗпе пурнăçланса пыраççӗ.
Сăнӳкерчӗк: «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев