Раççей Ӗç тата социаллă хӳтлӗх министерстви обществăра сӳтсе явма РФ Правительствин 2025 çулта канмалли кунсене куçарасси пирки калакан Постановленийӗн проектне хатӗрленӗ.
Унпа килӗшӳллӗн 2025 çулхи январӗн 4-мӗшне (шăматкун) – майăн 2-мӗшне (эрнекун), январӗн 5-мӗшне – декабрӗн 31-мӗшне куçарма сӗннӗ. Çапла тусан 2024-2025 çулхи Çӗнӗ çул уявӗсем 11 куна тăсăлӗç. Май уйăхӗнчи уявсем вара 4-шар кун пулӗç. Июнь уйăхӗнче те Раççейре пурăнакансем 4 кун канма тивӗçлӗ.
Çавăн пекех февралӗн 23-мӗшне (вырсарникун) – майăн 8-мӗшне (кӗçнерникун), мартăн 8-мӗшне (шăматкун) – июнӗн 13-мӗшне (эрнекун) куçарма сӗннӗ.
Эппин 2025 çулта вăрах канмалли кунсем çапларах пулӗç:
2024 çулхи декабрӗн 29-мӗшӗнчен 2025 çулхи январӗн 8-мӗшӗччен (Çӗнӗ çул уявӗ);
Февралӗн 22-23-мӗшӗсем;
Мартăн 8-9-мӗшӗсем;
Майăн 1 – 4-мӗшӗсем;
Майăн 8 – 11-мӗшӗсем;
Июнӗн 12 – 15-мӗшӗсем;
Ноябрӗн 2 – 4-мӗшӗсем;
2025 çулхи декабрӗн 31-мӗшӗнчен 2026 çулхи январӗн 8-мӗшӗччен.
Нет комментариев