Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

2030 çул тӗлне пурӗ 70 Ту-214 самолет кăлармалла

Ӗнер, ноябрӗн 9-мӗшӗнче, Хусанти «Туполев» авиаци заводӗнче Ту-214 пассажир самолечӗн производствине хăвăртлатма, ӳстерме çӗнӗ икӗ объект (вăрăм детальсене кăлармалли механика обработкин центрӗ тата Ту-214 самолет пуçтармалли çӗнӗ корпус) строительствине пуçланă.

– Эпир паян завод территорийӗнче çӗнӗ икӗ объектăн строительствине пуçлама старт паратпăр. Кунпа пӗрлех çӗнӗ оборудовани туянас тата пысăк квалификациллӗ кадрсем хатӗрлес ӗçе те илсе пыратпăр эпир. Ку пире Ту-214 самолетсем кăларас патшалăх заказне паха та вăхăтра пурнăçлама май парӗ»,– тенӗ ТР Раисӗ Рустам Минниханов.

Авиастроительствăн пӗрлештернӗ корпорацийӗн генеральнăй директорӗ Юрий Слюсарь каланă тăрăх, Хусанти авиаци завочӗн модернизацийӗ корпорацин чи пысăк инвестици проекчӗ. Предприятин тӗп задачи – патшалăх оборона заказне пурнăçласси тата граждан техникин производствине ӳстересси. Ăна пурнăçлама çӗнӗ оборудованисем çине куçни, хальхи производство хăватне çӗнетни тата ӗç çыннисен шутне ӳстерни пулăшӗ.

Аса илтеретпӗр, РФ Премьерӗ Михаил Мишустин кăçал июнь уйăхӗнче Хусана килсен производство программи тăрăх, 2030 çул тӗлне пурӗ 70 Ту-214 самолет кăлармаллипне каланăччӗ. 2025 çултан çулталăкне 10-шар лайнер кăларӗç. Кун валли 12 миллиард тенкӗ (вӗсенчен 4,3 миллиарчӗ федераллă бюджетран, тепӗр 7,7 миллиарчӗ «Ростехăн» заем укçи) уйăрнă та ӗнтӗ. 2027 çулта вара 20 самолет кăларма палăртнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество