29 çул вулавăшра тăрăшнă Клавдия Кутяшова 84 çул тултарчӗ
Пӗтӗмӗшле ӗç стажӗ 42 çул унăн, çав шутран 32-шне культура сферинче тăрăшнă.
Клавдия Андреевна Кутяшова 1940 çулхи апрелӗн 1-мӗшӗнче Теччӗ районӗнчи Çармăс ялӗнче çуралнă. Ашшӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă. Амăшӗ виçӗ ачине пӗчченех ӳстернӗ. Клавдия малтан ялти 8 класлă шкулта вӗреннӗ, унтан Аслă Ăнăра вăтам пӗлӳ илнӗ.
Шкул пӗтерсенех çамрăк хӗре ялти клубăн заведующийӗ пулма шанаççӗ. Унта виçӗ çул ӗçлесен библиотекăна куçать. 29 çул тăрăшать вăл унта. Ӗçленӗ хушăрах Елабугăри культурăпа çутӗç училищинчен вӗренсе тухать.
Ялти обществăлла ӗçсене яланах хастар хутшăннă Клавдия Андреевна. Пӗтӗмӗшле ӗç стажӗ 42 çул унăн, çав шутран 32-шне культура сферинче тăрăшнă. Пуçаруллă специалист хăй библиотекăра вăй хунă вăхăтра нумай ӗç пурнăçланă. Хăйӗн ӗçӗнче яланах çамрăксене патриотизмла воспитани парасси çине пусăм тума тăрăшнă вăл. Клавдия Андреевна тăрăшнипе ялта час-часах чăваш çыравçисен произведенийӗсем тăрăх спектакльсем лартнă, пирвайхи кӗлте уявӗ, каччăсене салтака ăсатасси йăлана кӗнӗ.
Клавдия Андреевна 5 ывăл çуратса ӳстернӗ. 50 çул тултарсан тивӗçлӗ канăва тухсан та тата вунă çул ял хуçалăхӗнче вăй хунă — пахчаçăсен бригадирӗ те пулнă, столовăй заведующийӗнче те тăрăшнă. Ялти пӗр мероприятие те хутшăнмасăр юлман ырă кăмăллă хӗрарăм.
Хальхи вăхăтра Клавди аппа хăтлă та капмар çуртра пурăнать. Йышлă мăнукӗсемпе кӗçӗн мăнукӗсем савăнтарсах тăраççӗ асламăшне. Ачисем ăна чунтан юратнăшăн, тӗрӗс воспитани панăшăн тав туса пӗтереймеççӗ.
Эпир те Клавдия Андреевнăна менелник ячӗпе саламласа тата та нумай çул пурăнма çирӗп сывлăх сунтăмăр. Кăмăлтан тав турӗ пире библиотека ӗçӗн ветеранӗ.
(Лидия КАРАЕВА, Çармăс ялӗн библиотекарӗ. Теччӗ районӗ.Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев