Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

6 – 8-мӗш классенче малашне обществознани вӗрентмеççӗ

2025 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен Раççей шкулӗсенче 6 — 8-мӗш классенче вӗренекенсен обществознани пулмасть.

 

Ăна 9-мӗш классем кăна эрнине 1 урок вӗренӗç. Çакăн пирки РФ Çутӗç министерствин 2024 çулхи мартăн 19-мӗшӗнче кăларнă 171-мӗш номерплӗ приказӗнче каланă. 


Министерство рекомендациленӗ вӗренӳ сехечӗсен шучӗ 34-па танлашать. 


РФ Çутӗç минситерствинчен пӗлтернӗ тăрăх, обществознани курсне çӗнетеççӗ. Планпа килӗшӳллӗн, çӗнӗ меслетре практика ытларах пулӗ. Паллах, пӗрлехи патшалăх экзаменӗпе (ЕГЭ) патшалăхăн тӗп экзаменӗн (ОГЭ) ыйтăвӗсене те çӗнӗ курса шута илсе йӗркелӗç. 

 

Хальхи вăхăтра 6 — 9-мӗш классенче вӗренекенсем обществознание 136 сехет вӗренеççӗ. 


10-мӗш класра — эрнине 1 сехет, 11-мӗшӗнче вара — эрнине 2 сехет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование