700 пин ытла  çын хăйсене кредит илме чарнă
Çӗнӗ хыпарсем

700 пин ытла çын хăйсене кредит илме чарнă

Кăçал март уйăхӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа республикăра пурăнакан 737 212 çын хăйсене кредит илме чарнă. Кун пирки «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире ТР патшалăх управленийӗн цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсен тата çыхăну министрӗн çумӗ Альберт Яковлев пӗлтернӗ.

Ун сăмахӗсемпе, паянхи куна кредит илме чарма çăмăл – çакна патшалăх пулăшăвӗсен порталӗ урлă е МФЦна çитсе тума пулать. Пӗрремӗш меслетпе март уйăхӗнчен вара 680 792 çын усă курнă пулсан, МФЦ урлă – 56 420 çын.

Кредитсем илме чарни – кибермошенниксемпе кӗрешмелли витӗмлӗ мел пулса тăрать, мӗншӗн тесен çын ултавçăсен аллине лексен те кредит памаççӗ.


самозапрет #Безопасность

Нет комментариев