Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

9-мӗш хут Тутарстан чемпионӗ

Ноябрӗн 4-мӗшӗнче Тюлячи район центрӗнче сывлăх енчен çирӗп маррисен хушшинче армрестлингпа иртнӗ чемпионатран пирӗн ентеш, Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксура пурăнакан Петр Мускатинов черетлӗ çӗнтерӳпе таврăнчӗ.Тутарстан чемпионӗн ятне 9-мӗш хут тивӗçрӗ вăл. Саламлатпăр! Малашне те спортра çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатпăр.

Чемпионатăн тӗллевӗ – сывă пурнăç йӗркине, инвалидсен хушшинче армрестлинг спортне сарасси тата Тутарстанăн вăйлă спортсменӗсене тупса палăртасси, Раççей чемпионатне хутшăнмашкăн регион сборныйне йӗркелесси.

Халăхсен пӗрлӗхӗн кунне халалланă чемпионатра утайманнисем кăна мар, суккăррисемпе япăх куракансем, илтменнисемпе япăх илтекеннисем те кашни хăйӗн виçе категорийӗнче алă вăйне виçнӗ. (Сăнӳкерчӗксем П. Мускатиновăн «ВКонтектери» страницинчен).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана