95 çул каялла «Пионер сасси» тухма пуçланă
1931 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче Шупашкарта «Пионер сасси» хаçат тухма пуçланǎ. Унǎн пĕрремĕш редакторĕ Илья Максимович Алтын-Баш пулнǎ. Тǎлǎх пулнăран вăл ачасен нушине лайǎх ǎнланнă.
1941 çулхи июнь уйӑхӗччен хаçат кашни эрнере тухса тăнӑ. Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрçи пуçлансан хаçата вӑхӑтлӑха хупнӑ. Кӑларӑма 1966 çулхи майăн 1-мӗшӗнче çӗнӗрен кăларма тытăннă. 1991 çултанпа вăл «Тантăш» ятпа тухса тăрать.
Хаçатра чӑвашсен паллӑ прозаикӗсемпе поэчӗсен – Леонид Агаковăн, Георгий Красновăн, Ухсай Яккăвӗн, Михаил Сениэлӗн тата ыттисен хайлавӗсем пичетленнӗ. Кăларăма чăваш ачисем питӗ юратса вуланă.
Сире, хисеплӗ вулакансем, 95 çул каялла тухма пуçланă хаçата аса илсе Анатолий Абрамов журналист çырнă сăвăпа паллашма сӗнетпӗр.
«ПИОНЕР САССИ» ХАÇАТ
«ТАНТӐША» ÇУНАТ ХУШАТЬ
Манӑн тусӑм параппан
Ир-ирех чӗнет: тумлан!
Пионери аптраман –
Никамран та хӑраман!
Пионерӑн пур хаçат,
Вӗрентет вӑл, пулӑшать:
Çывӑрать кахал - вӑрат!
Маттуркка! Пуçран шӑлать.
«Пионер сасси» хаçат
Кӗçех ӗмӗр тултарать.
Эй, горнист! Эс, чӗн, янрат:
Ман ачалӑх халь утать!
Пичетленнӗ ман хаçат
Çӗршер пинлӗ тиражпа.
Сарнӑ сарлакан çунат,
Шав сипленӗ сӑмахпа.
Ӑçта пурӑнать чӑваш
Çавӑнта çав ман юлташ:
Чӗмпӗрте, Самарӑра,
Кемӗрте те Пушкӑртра!
Тутарта ӑна вулаççӗ,
Сартура çӗр хут саваççӗ.
«Пионер сасси» - чӑн-чӑн хӑват,
Вӑл пурне те тарават!
Çӗнӗ тапхӑр - çӗнӗ ят:
«Тантӑш» ятлӑ ман хаçат.
Сасси харсӑр, вӑл каять,
Тӗнче тӑрӑх саланать:
Вӑрнарта вӑл Йӗпреçре,
Елчӗкпе Патӑрьелте,
Куславккара Кӳкеçре,
Паллах, Аслӑ Питӗрте!
Тӑр хаçатӑм паттӑрах,
Тимура* вӑратсамах,
Хрисана** тытсам асрах.
Ялан пулӑн асрӑмах!
*1970-1990 мӗш çулсенче «Пионер сасси» хаçат редакцийӗнче Республикӑри Тимур штабӗ (РТШ) ӗçленӗ.
**Хрисан Степанов - Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑш ачи. 1932 çулта 13 çулхи пионера кулаксем вӗлернӗ.
Анатолий Абрамов сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев