«Абилимпикс» чемпионата 400 ытла ветеран хутшăнать
Тутарстанăн тӗп хулинче ятарлă çар операцине хутшăнакансен хушшинче «Абилимпикс» професси ăсталăхӗн пӗрремӗш чемпионачӗ иртет. Июлӗн 25-мӗшӗнче Атăлçи патшалăх физкультурăпа спорт тата туризм университечӗн концерт залӗнче турнира уçас церемони пулать. Çӗнтерӳçӗсене июлӗн 29-мӗшӗнче Башир Рамеев ячӗллӗ IT-паркра чыслаççӗ.
Чемпионата 400 ытла конкурсант, эксперт тата пӗрле килекенсем (сопровождающий) хутшăнӗç. Тутарстан команди йышӗнче ятарлă çар операцийӗн 26 ветеранӗ, вӗсем 12 компетенцире ăмăртаççӗ. Ăмăрту пӗтӗмлетӗвӗ тăрăх кăçал октябрь уйăхӗнче иртекен «Абилимпикс» Наци чемпионатне хутшăнма 75 çынна суйласа илеççӗ.
Чемпионат Хусанти вертолет завочӗн производствăпа вӗрентӳ центрӗн площадкинче 15 компетенципе иртет. Вӗсен хушшинче: «Веб-разработка (программировани)», «БПЛА операторӗ», «Фотограф», «Автомобильсене юсасси тата пăхасси», «Йывăçран касса кăларасси», «Юрлас ăсталăх (вокал)», «Массажист», «Повар ӗçӗ», «Промышленность робототехники», «Электронлă оборудовани пуçтарассипе сӳтесси», «Сварка технологийӗсем», «Слесарь ӗçӗ», «Столяр ӗçӗ», «Электромонтаж» тата «ЧПУ станокӗсен токарь ӗçӗ».
«Чемпионата йышăнни пирӗншӗн пысăк чыс тата яваплăх. Тутарстан тахçанах политикăпа спортăн пысăк мероприятийӗсен центрӗ пулса тăчӗ. Раççей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин СВОна хутшăнакансене пысăк тимлӗх уйăрнине куратпăр. Эпир те ятарлă çар операцийӗн ветеранӗсен пултарулăхне кăтарма кирлӗ условисем туса пама хатӗр», – пӗлтернӗ ТР Раисӗ Рустам Минниханов.
Ăмăрту пайӗсӗр пуçне чемпионат шайӗнче ӗçлӗ программа та пулать. Унăн шайӗнче ятарлă çар операцийӗн ветеранӗсен професси аталанăвӗн ыйтăвӗсемпе пленарлă лару, реабилитаци тата пулăшу мерисем çинчен çавра сӗтелсем иртеççӗ. Ăмăртакансем валли профориентаци, экскурси тата спорт мероприятийӗсем те йӗркелеççӗ.
Мероприятие Раççей Президенчӗн Владимир Путинăн хушăвӗпе РФ Çутӗç министерстви, Раççей Правительстви тата «Защитники Отечества» фонд ирттереççӗ.
«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев