Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Абилимпикс» чемпионатăн регионти тапхăрӗ Тутарстанра 14 районта иртет

Мартăн 16-мӗшӗнчен пуçласа апрелӗн 13-мӗшӗччен Тутарстанра инвалидсемпе сывлăх енчен йывăрлăхсем пур çынсен хушшинче «Абилимпикс» профессиллӗ ăсталăх чемпионачӗн регионти турӗ иртет.

Асăннă чемпионат «Ачасем тата çамрăксем» наци проекчӗн «Профессионалитет» федераллă проекчӗн шайӗнче иртет. 1800-е яхăн конкурсант хутшăнать – «Шкул ачисем», «Студентсем» тата «Специалистсем» категорисенче 600-шер çын ăмăртать.

Чемпионат ăмăртăвӗсене Тутарстанри 14 районти 35 вӗрентӳ учрежденийӗнче йӗркелеççӗ. Унта хутшăнакансем 50 тӗп тата 75 регионти компетенцисемпе ăмăртаççӗ. Программăри çӗнӗлӗхсенчен çак компетенцисене асăнмалла: «Бровист», «Пилотсăр вӗçекен аппарат шутласа кăларни тата пуçтарни», «Ротангран япаласем ăсталасси», «Кузов юсавӗ», «Социаллă реабилитаци енӗпе специалист» тата «Техник-протезист».

Конкурсантсен ӗçӗсене 630-а яхăн эксперт хак парӗ, 400 ытла волонтер чемпионат иртекен вырăнсенче йӗркелӗхе сăнаса тăрӗ.

Чемпионат шайӗнче иртекен «Майсен фестивалӗ» сывлăх енчен йывăрлăхсем пуррисене хăйсен пултарулăхне пур енлӗн кăтартма май парать. Кунта хутшăнакансем 22 компетенципе технологи карттисен формипе заданисем пурнăçлаççӗ. Фестивалӗн направленийӗсен хушшинче «Повар пулăшуçи», «Татăк-кӗсӗкрен тунă пукане», «Пирографи», «Интерьер валли япаласем ăсталасси», «Çăмпа картинăсем ӳкересси», «Йывăç çине ӳкересси» тата ыттисем пулнине асăнмалла. Фестивале 550-а яхăн çын хутшăнма заявка панă.

Çавăн пекех чемпионатра «Профессипе паллаштаракан фестиваль» иртет. Ăна ятарласа сывлăх тӗлӗшпе йывăрлăхсем пур шкула кайман тата кӗçӗн классенче вӗренекен ачасем валли йӗркелеççӗ. Пӗчӗккисем 18 компетенцире хăйсен пултарулăхне кăтартма пултараççӗ. 300 конкурсантран заявка килнӗ.

 

Сăнӳкерчӗк ТР Вӗрентӳпе наука министерствин сайтӗнчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: абилимпикс