Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ача сачӗсем валли – ӗç тетрачӗсем

Чăваш кӗнеке издательстви С.В.Матвеева, Е.И.Панина, И.В.Ядранская, Г.В.Плетеневская, Л.А.Егорова авторсемпе пӗрле шкул çулне çитмен ачасене чăвашла вулама-шутлама вӗрентмелли виçӗ ӗç тетрачӗ хатӗрлесе кăларчӗ. Тетрадьсене тăван чăваш чӗлхипе çырнă, ӳкерчӗкӗсене тӗрлӗ тӗслӗ сăрăсемпе ӳкернӗ.

Пуплев ача аталанăвӗшӗн питӗ пысăк пӗлтерӗшлӗ. Сăмах пулăшнипе ача хăй таврашӗнчи япаласене, çутçанталăка ăса хывать. Ачана пуплевре литература нормисене пăхăнакан илемлӗ чӗлхепе усă курма вӗрентмелле. «Пуплеве аталантаратпăр» тетрадьри вӗрентӳллӗ вăйăра панă хăнăхтарусене пурнăçланă май ачасем ӳкерчӗксене сăнаççӗ, япаласен пӗрпеклӗхӗпе уйрăмлăхне тупаççӗ. Ыйтусем пама, ыйтусене тӗрӗс хуравлама, кӗске калавсем хатӗрлеме хăнăхса пыраççӗ.

«Вулама вӗренетпӗр» тетрадьри малтанхи ӗçсем, тӗпрен илсен, сасса тупса палăртассипе çыхăннă. Малалла ачасем кашни сассăн çырура саспалли пуррине пӗлеççӗ, ун ӳкерчӗкӗпе паллашаççӗ, çырма вӗренеççӗ. Ку ӗçре вӗсене пăнчăсем е кӗске йӗрсем çул кăтартса пыраççӗ. Каярахпа вулама вӗренеççӗ.

«Шутлама вӗренетпӗр» пособири ӗçсене туса ачасем япаласене 5 е 10 таран шутлама вӗренеççӗ, шутне кура япала пӗр пек, нумайрах е сахалрах пулнине ăнкарма тытăнаççӗ, геометри фигурисемпе паллашаççӗ.

Тетрадьсене шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсем валли хатӗрленӗ. Çавăн пекех вӗсемпе ачасем ашшӗ-амăшӗ пулăшнипе килте те ӗçлеме пултараççӗ.

Халиччен ача сачӗсем валли чăвашла çырнă кунашкал тетрадьсем пулманччӗ-ха. Çавăнпа çак вӗренӳ кăларăмӗсем шкул çулне çитмен ачасемшӗн те, воспитательсемпе ашшӗ-амăшӗшӗн те кăсăклă пуласса шанатпăр.

Алина МАЙОРОВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование Дошкольное образование