Шкулсене тӗпрен юсас программа хăйӗн эффективлăхне кăтартнăран шкулчченхи тата профессиллӗ вăтам пӗлӳ паракан учрежденисене юсама та çакнашкал программа йышăнасшăн.
Çакăн пирки «Единая Россия» партин Программăсен комиссийӗн ларăвӗнче РФ çутӗç министрӗ Сергей Кравцов пӗлтернӗ.
Ача сачӗсемпе колледжсенче тӗпрен юсав ирттерес программа 2025 çултан ӗçлеме тытăнмалла, тесе пӗлтерет РФ Çутӗç министерствин пресс-служби.
Сăнӳкерчӗксем «Татар-информ» ИА.
Нет комментариев