Ача хăваракансен йышӗ ӳсет
ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин паян М.Н.Садыков ячӗллӗ 7№ хула больницин Перинаталь центрӗнче пулнă
ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин паян М.Н.Садыков ячӗллӗ 7№ хула больницин Перинаталь центрӗнче пулнă
Парламент ертӳçи ТР сывлăх сыхлав министрӗпе Марсель Миннуллинпа, 7№ хула больницин тӗп врачӗпе Артур Делянпа тата тӗп врачăн акушерпа гинекологи енӗпе çумӗпе Татьяна Шигабутдиновапа тӗл пулнă, паян ача çуратакан çуртран тухакан çамрăк аннесене саламланă.
«Ача çурални пысăк телей, — палăртнă Фарид Хайруллович. — Ачасем пурри пысăк савăнăç, ăслă, сывă ӳсчӗр вӗсем», — ырă суннă вăл. Патшалăх Канашӗн Председателӗ ача çуратассипе республикăри статистика кăтартăвӗсем çинче чарăнса тăнă: Тутарстанра икӗ, виçӗ, тăватă ачаллă çемьесем чакман.
«Ӳстерӗр ачасене, телейлӗ тăвăр вӗсене. Сирӗншӗн ку халь тӗп тӗллев», — лайăххине сунса каланă вăл аннесене.
Паян перинаталь центрӗнчен тухакансенчен пӗри — Ешӗлвар районӗнчи Алена Сидорова. Вăл пиллӗкмӗш хут анне пулнă. Мăшăрӗпе Алена тăватă ывăл çуратса ӳстернӗ, пиллӗкмӗшӗ халь хӗрача çуралнă.
Хусанта пурăнакан Айгуль Сафина арçын ача çуратнă. Туслă çемьере вăл виççӗмӗш ача. Сафинсен хӗрпе ывăл çитӗнет, хӗрӗ кăçал 1-мӗш класа каять.
Перинаталь центрӗ — хальхи вăхăтри çӳллӗ технологиллӗ медицина центрӗ. Тӗп юсав хыççăн 2024 çулхи февраль уйăхӗнче çеç уçăлнă вăл. Ача çуратмалли 13 уйрăм зал кунта. Корпусра 6 операци пӳлӗмӗ: планпа палăртнисем, экстренлă операци тумалли йывăр çынсем валли. Çакăнтах тин çуралнă ачасене хирург пулăшу пама пултаать.
«Перинаталь центрӗ Çемье çулталăкӗнче уçăлчӗ, - каласа панă тӗп врачăн акушерпа гинекологи енӗпе çумӗ Татьяна Шигабутдинова — Унтанпа Хусанта çуралнă 12 пин ачаран 5695-шӗ пирӗн Перинаталь центрӗнче кун урнă».
ТР сывлăх сыхлав министрӗн Марсель Миннуллинăн сăмахӗпе, пӗлтӗртенпе аборт тăвакансен шучӗ чакнă. Профилактика ӗçӗсене тӗрӗс илсе пынин çитӗнӗвӗ тесе шутлать çакна чиновник. Ытти çулсенче аборт тăвас шухăша пăрахăçланă хӗрарăмсен шучӗ 30 процентпа танлашнă пулсан, кăçал çак цифра халех 60 процента çити ӳснӗ. Тепӗр май каласан, аборт тăвас текен 10 хӗрарăмран 6-шӗ ачана хăварма йышăннă.
Сăнӳкерчӗк gossov.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев