Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ачăрсене асăрхаттарăр: ятарлă службăсем телефон урлă ӗçлемеççӗ

Елабугăра пурăнакан çамрăк каччă усал шухăшлă çынсен аллине лекнӗ: ултавçăсем хушнипе вăл ашшӗн пăшалне вăрманта пытарнă.

Ултавçăсем Елабугăра пурăнакан 21 çулти арçын ача патне шăнкăравланă. Вӗсем паллă интернет-лавкка ӗçченӗсем тесе хăйсемпе паллаштарнă, ун ячӗпе посылка килнине пӗлтернӗ. Çамрăкскер нимӗн те заказ туманне пӗлтернӗ, ăна пăрахăçлама ыйтнă. Аферистсем вара СМС-ри кода калама ыйтсан, вăл патшалăх пулăшăвӗсенчи харпăр кабинета кӗмелли код пулнине ăнланса илеймен.

Вăхăт иртсен çамрăка унăн аккаунтне усал шухăшлă çынсем кӗни пирки хыпар çитнӗ, ăна хӗрӳ линипе шăнкăравлама сӗннӗ. Трубкăна киберхăрушсăрлăх специалисчӗ çӗкленӗ имӗш. Вăл унăн кабинетне Украинăри IP-адресран кӗнине пӗлтернӗ, Росфинмониторинг ӗçченӗсемпе ятарлă приложени урлă çыхăнма сӗннӗ. Каччă приложение хăйӗн телефонӗ çине вырнаçтарса ултавçăсемпе малалла çыхăнăва тухнă. Росфинмониторингăн суя ӗçченӗсем патшалăха сутни пирки тӗпчев ирттернине пӗлтернӗ. Вӗсем унăн килне СОБР боецӗсем килессе ӗнентернӗ, анчах вăл хăй тӗллӗн видеообыск тусан иккӗленӗве сирме пултарнине пӗлтернӗ. Ултавçăсем йӗкӗте килте çук чухне çыхăнăва тухма хушнă. Мартăн 14-мӗшӗнче çамрăк килте пӗччен юлсан, ултавçăсемпе çыхăннă, çуртра мӗн пуррине кăтартма пуçланă. Хваттерте укçа пулман, анчах ултавçăсем каччă ашшӗн сунар пăшалне пытарнă сейфа асăрханă, ăна вăрмана илсе тухма хушнă. Каланă вырăнта сейфа уçсан, ун ăшӗнче пăшалпа патронсем çеç пулнă. Ултавçăсем пăшала пытарса хăварса киле таврăнма хушнă.

Тепӗр тăватă кунтан çамрăк çын патне каллех шăнкăравланă. Ултавçăсем пӗлтернӗ тăрăх, тепӗр каччă çакăн пек лару-тăрăва лекнӗ, ăна хӗç-пăшал сейфне уçма васкавлăн пулăшмалла. Вӗсем 21 çулти çамрăка инструментсем туянма 15 пин тенкӗ куçарса панă. Каччă асăннă адреспа çитнӗ, унта ăна 19 çулти çамрăк кӗтсе илнӗ, пулăшăва ФСБ ӗçченӗ килет тесе пӗлтернӗ ăна ултавçăсем. Çамрăксем сейфа уçнă хыççăн хăнана тухса кайма хышнă. Анчах иккӗмӗш каччă хăна чăн пулни пирки иккӗленнӗ, полицие шăнкăравланă. Оперативниксем çамрăка хăвăрт тупнă. Допрос вăхăтӗнче вăл хăй мӗн тунине те веç йышăннă, ашшӗн пăшалне ăçта пытарнине кăтартнă. Телее, пăшал çав вырăнтах юлнă.

Уйрăмах пӗлтерӗшлӗ ӗçсемпе ӗçлекен оперуполномоченнăй Радис Юсупов хӗç-пăшал хуçисене пурне те ултавăн çӗнӗ схеми пирки асăрхаттарнă. Усал шухăшлă çынсем ачасене шăнкăравласа видеоçыхăнăва тухма пултарнине палăртнă. Радис Юсупов ятарлă службăсем нихăçан та телефон урлă допрос туманнине, граждансене хăйсен операцийӗсене хутшăнтарманнине аса илтернӗ.

Çавăн пекех вăл хӗç-пăшала хăрушлăхсăр упрамалли пирки пӗлтерӗшлӗ пулнине палăртнă: сейфа килтен илсе ан тухччăр тесе ăна урайпа стена çумне çирӗплетмеллине пӗлтернӗ.

Асра тытăр, иккӗленӳллӗ шăнкăравсем пулсан каланă номерсемпе  шăнкăравлама, янă ссылкăсемпе куçма тата шанчăксăр приложенисемпе усă курма юрамасть.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: дети #ОсторожноМошенники схемы мошенничества