Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ачасен канăвне тӳрӗ эфирта сӳтсе яваççӗ

ТР ‎‎çамрăксен ӗçӗсен министрӗн çумӗ Руслан Семенов ТНВ телеканалӗнче «Татарстан без коррупции» программăн тӳрӗ эфирӗнче ачасен канăвне пырса тивекен ыйтусем çине хуравлать. Кун пирки ведомствăн пресс-службин пӗлтерет.

Эфир паян, февралӗн 16-мӗшӗнче, 17:30 сехетре пуçланать. Калаçăвăн тӗп теми – ача-пăча канăвне йӗркеленӗ чухне коррупцие сирес ыйту. Программăна çавăн пекех ТР Раисӗн Коррупцие хирӗç политикин управленийӗн ертӳçи Равия Шрша, ТР вӗрентӳпе наука министрӗн çумӗ Алсу Асадуллина тата республикăри «Лето»  центрăн директорӗ Нина Шимина хутшăнӗç.

Спикерсем ача-пăча лагерӗсене кайма путевка илме заявка парас процедурăна, хак ыйтăвӗсене тата путевка илнӗ чухне парăнакан çăмăллăхсене сӳтсе явма палăртнă. Куракансем тӳрӗ эфирта ыйтусем пама, сасăлава хутшăнма пултараççӗ.

Ачасен сывлăхне çирӗплетекен тата пушă вăхăта йӗркелеме пулăшакан проектсене «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчӗ шайӗнче пурнăçлаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: минмолодежи детский отдых коорупция