Ачасен хоккей команди аварие лекнӗ
Хусантан Пензăна кайма тухнă ачасен хоккей команди ӗнер каçхине 10 сехетсен тӗлӗнче Ульяновск облаçӗнчи Сурски районӗнчи Гулюшево ялӗ çывăхӗнче аварие лекнӗ.
Кустăрми шăтнипе вăл çул айккинех чăмнă та тӳнсе кайнă. Кун çинчен «Татар-информ» ИА хыпарлать. Телее, вилнисем çук, чăн та, аманнă икӗ аслă çынпа пӗр ачана больницăна ăсатма тивнӗ, анчах вӗсен те пурнăçӗ хăрушлăхра мар.
Автобусра пурӗ 29 çын пулнă, вӗсенчен 16-шӗ çамрăк хоккеист. Маларах социаллă сетьсенче вӗсем Хусан ачисем тесе пӗлтерчӗç пулсан та, апла мар. «Татар-информ» агентствăна облаçăн пропаганда уйрăмӗ пӗлтернӗ тăрăх, автобусра Пенза команди ларса пынă, вӗсем Хусанта иртнӗ ăмăрту хыççăн киле таврăннă.
(РФ ШӖМӗн Ульяновск облаçӗнчи управленийӗн сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев