Ачасене тӗрӗс лартса ҫӳременнисем пирки рейд пырать
Машинара ҫыхӑнман ачашӑн водителе 3000 тенкӗ штраф ҫырса панӑ
Тукай районӗнче ГИБДД ачасене машинасенче правилона пӑсса лартса ҫӳрекен водительсене тупса палӑртассипе рейд иртнӗ.
Круглое Поле поселокӗнче ДПС инспекторӗсем "Соболь" автомашинӑна чарнӑ. Автомобильте икӗ ачаллӑ ҫемье ларса пынӑ. Амӑшӗ руль тытса пынӑ, ашшӗ хыҫалта ачисемпе ларса пынӑ. Аслӑ ачи автокреслора ҫыхӑнса пынӑ пулнӑ, кӗҫӗнни, кӑкӑр ачи ҫирӗплетмен люлькӑра выртнӑ пулнӑ.
находился в незакрепленной люльке.
Кӗҫӗн ачине мӗншӗн правилосене пӑхӑнмасӑр лартса ҫӳрени пирки ыйтсан, ҫемье ашшӗ люлька ҫакланманни ҫинчен пӗлтернӗ. Апла пулсан, мӗншӗн унпа ҫула тухмалла?
"Халь кӑна алла илтӗм, ача макӑрать. Ҫул варринче чарӑнса лармалла мар вӗт ӗнтӗ ҫавӑншӑн", – тенӗ арҫын.
Амӑшӗ ыйтусем ҫине хуравлама килӗшмен.
Ачана алла илмелли сӑлтав пур-тӑк, ҫакна тӑвиччен малтан машинана чармалла, тесе ӑнлантарнӑ ГИБДД ӗҫченӗсем.
Руль умӗнче ларакан хӗрарӑма ачасене тӗрӗс мар лартса пынӑшӑн 3000 тенкӗ штраф ҫырса панӑ.
Ҫакӑн пек рейдсем ахальтен иртмеҫҫӗ. Январь уйӑхӗнче кӑна Тутарстанри ҫулсем ҫинчи аварисенче тӗрӗс мар ҫыхӑннӑ 3 ача вилнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев