Адав ялӗнче тепӗр палăк уçрӗç
Федераллă законпа В.Ю. Николаев пуç хунă тесе шутлансан та çывăх çыннисем ăна ырă-сывă таврăнасса пурпӗр кӗтме чарăнмаççӗ.
Пăвари Адав-Тулумбай ялӗнче хыпарсăр çухалнă салтака Вениамин Николаева халалласа палăк уçнине пӗлтерет Пăва район хаçачӗ. Вениамин Юрьевич СВОна мобилизаципе 2022 çулхине сентябрь уйăхӗнче кайнă пулнă. Аманнă хыççăн сиплесен тепре кайнă. 2023 çулхи декабрӗн 27-мӗшӗнче çемйи вăл хыпарсăр çухални пирки хыпар илнӗ. Федераллă законпа В.Ю. Николаев пуç хунă тесе шутлансан та çывăх çыннисем ăна ырă-сывă таврăнасса пурпӗр кӗтме чарăнмаççӗ. Халӗ те акă палăка хăй курасса шанаççӗ. Ялăн мухтав аллейинче СВО салтакӗсене халалласа ял-йыш хăй шучӗпе лартнă иккӗмӗш палăк ку. Пӗрремӗшне пуç хунă Николай Безрукова халалланă. Çак ялтан СВОна пурӗ 14-ăн кайнă, вӗсенчен 4-шне сывă юлма пӳрмен. (Пăва район хаçачӗн сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia