Агродиктант. Пӗрремӗш хут
Пӗтӗм Раҫҫейри пӗрремӗш агродиктант ирттермелли тӗп площадка Тутарстанра Ҫӗр ӗҫченӗсен керменӗ пулать
Октябрӗн 8 – 12-мӗшсенче Ял хуҫалӑх тата тирпейлекен промышленность ӗҫченӗсен Кунне халалласа Пӗтӗм Раҫҫейри пӗрремӗш агродиктант иртет. Унта хутшӑнакансен агропромышленность комплексӗпе ҫыхӑннӑ 30 ыйтӑва онлайн мелӗпе https://агродиктант.рф/ платформӑра е ятарласа палăртнă площадкăра офлайн хуравламалла. Паллах, малтан регистраци иртмелле.
Аграри диктантне аграри отрасльне популизацилеме тата ял хуҫалӑхӗн сӑнарне çӗнетмелле – инвестицисем хывма илӗртӳллӗ, хальхи вăхăтри технологисемпе тивӗçтернӗ тухăçлă отрасль пулнине кăтартмалла.
«Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне Технологи тӗлӗшӗнчен тивӗҫтересси» наци проектне пурнăçласси çине те аграри диктанчӗ витӗм кӳрессе шанаççӗ йӗркелӳçӗсем.
«Пӗтӗм Раҫҫейри агродиктанта» ирттермелли регионти тӗп площадка Тутарстан Республикин Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ Министерствинче, Федосеевская урамӗнчи 36-мӗш ҫуртра пулать. Ҫавӑн пекех республикӑри аграри вӗренӳ учрежденийӗсенче, пысӑк ял хуҫалӑхӗсемпе муниципаллӑ районсенчи предприятийӗсенче – пӗтӗмпе 166 офлайн-площадка – агродиктант çырма пулать.
Агродиктанта хатӗрленме https://агродиктант.рф/ сайтри «Банк знаний» пайра тата проектӑн социаллӑ сечӗсенче пулăшаççӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев