Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Агрокомплекссем опытсăрах ӗçе илме хатӗр

Агропромышленнăçра ӗçлекен Тутарстан компанийӗсем ӗçе опыт пуррисене те, опытсăррисене те илме хатӗр. Кăна Россельхозбанк «Я в Агро» платформăра ваккансисен тӗпчевне ирттерсе палăртнă.

Республикăри агрокомпанисем «Я в Агро» платформăна ӗç опычӗ кирлех мар 177 ваканси тăратнă, республика шайӗнче сӗннӗ мӗнпур вакансисен 60 ытла проценчӗ ку. 1-3 çул стажлă çамрăк специалистсем – 93, 3-6 çул опыт пур экспертсем 18 вакансие йышăнма пултараççӗ.

Специалистăн тулли ӗç кунӗсӗр пуçне сезон вăхăтне те, вахта мелӗпе те ӗçе вырнаçма май пур. Чи пысăк ӗç укçиллӗ вакансисем: пекарньăсен тӗп технологӗ, агроном, ветеринари тухтăрӗ, зоотехник тата апатлантару технологӗ.
Хăш-пӗр компани пурăнмалли вырăнпа та тивӗçтерет. Тӗслӗхрен, Мамадыш тракторист-машиниста, ӳсен-тăран питомникӗн ӗçченӗсене, ветеринари тухтăрне, выльăх пăхакана, сӗт сăвакана, Лениногорск, Аксу районӗсемпе Хусан хули агронома çакăн пек условипе тивӗçтерме шантарать.

Кунсăр пуçне «Я в Агро» платформăра ăсталăха ӳстерме, вӗрентӳ заведенийӗсемпе стажировка вырăнне тупма пулать. Россельхоз хыпарӗпе, паянхи кун çак услугăпа Тутарстанри 4 аслă шкулпа 17 колледжăн студенчӗсемпе преподавателӗсем усă кураççӗ.

Тутарстанпа ытти регионсен çыннисем валли 300 яхăн вӗрентӳ программи, Раççейӗпе 30 000 вакаси хатӗр, тесе пӗлтерет ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин пресс-служби.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев