Акрельсем купель таврашне тасатрӗç
Ăна 2021 çулта Пётр Кириллов тăрăшнипе тунă
Акрелӗнче майăн 7-мӗшӗнче Çветтуй Петрпа Павăл купелӗ таврашне тирпейлеме ял çыннисем субботника пуçтарӑнчӗç. Ик сехет хушшинче çумкурӑкран тасатрӗç, чечексем лартрӗç, йывӑç хӗресе сӑрларӗç.
Çветтуй Петрпа Павӑл купельне Акрелӗнчи Владимир Ильичпа Зинаида Семеновна Кирилловсен ывăлӗ, халӗ Мускавра пурӑнакан Пётр Владимирович тăрăшнипе 2021 çулта туса хучӗç. Вăл хăйӗн укçине хывса спонсор пулчӗ, ял халӑхне нимене чӗнсе ӗçе йӗркелерӗ. Çак çулах Питрав кунӗнче купеле Александр пачӑшкӑ светить турӗ.
Ачаранах ӗмӗтленнӗ иккен Пётр çак çӑл вырӑнне тасатса йӗркене кӗртме. Ашшӗпе амӑшӗ те Петра ыр сӑмахсемпе хавхалантарсах тӑнӑ. Вунӑ кун хушшинче çӑл вырӑнне тасатса, купель лартса, карта тытса та хучӗç.
Акрельсем питӗ хастар та тӑрӑшуллӑ, ӗçчен чӑвашсем. Çакӑн пек тӑван ялшӑн тӑрӑшакан ентешсене курсан чун савӑнать.
Субботникре тӑрӑшакансене ятранах асăнас килет: Пётр Владимировичăн ашшӗпе амӑшӗ, мӑшӑрӗ Валентина Юрьевна, Галина Афанасьевна Маркелова, Ольга Ивановна Ефимова хӑйӗн Вова мӑнукӗпе, Лидия Дмитриевна Квакова, Олеся Владимировна Васильева, Александр Михайлович Сипатров.
Эпӗ те, тӑван яла канмалли кунсене килнӗскер, хаваспах хутшӑнтӑм субботнике. Ку çӑл пирӗн акрельсемшӗн те, ял хӑнисемшӗн те чаплӑ та сӑваплă вырӑн.
Субботник вӗçленсен пурне те тав сӑмахӗсем каласа тутлӑ апат-çимӗçпе сӑйларӗç Кирилловсем. Зинаида Семеновнăпа Владимир Ильича çавăн пек маттур ывăл ӳстернӗшӗн ырӑ сӑмахсем калассӑм килет.
Алевтина НАЗАРОВА.
Анат Кама – Акрель.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев