Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Шупашкарта Аксу ăстаçисен куравне хатӗрлеççӗ

Сентябрӗн 27-мӗшӗнче Чăваш Республикин тӗп хулинче, Шупашкарта, Чăваш тӗррин музейӗнче Аксу район ăстисен ал ӗçӗсен анлă куравӗ уçăлать.

Сентябрӗн 27-мӗшӗнче Чăваш Республикин тӗп хулинче, Шупашкарта, Чăваш тӗррин музейӗнче Тутарстанри Аксу районӗнче çуралса ӳснӗ халăх пултарулăхӗн ăстисен ӗçӗсемпе анлă курав пулать. Кун пирки пире Культура институчӗн Халăх илемлӗ пултарулăхӗн кафедрин доценчӗ, ЧНК çумӗнчи Халăх ăстисен ассоциацийӗн ертӳçи Зинаида Воронова пӗлтерчӗ.

Мероприяти йӗркелӳçисем: Чăваш Ен наци музейӗ, Чăваш наци конгресӗ тата ЧР Культура институчӗ. Курав валли экспонатсем пуçтарас тата вырăнти ăстаçăсемпе паллашас тӗллевпе йӗркелӳ комитечӗн пайташӗсем августăн 23-мӗшӗнче Аксу районне экспедиципе килчӗç. Унта вӗсем Аксу муниципаллă район пуçлăхӗпе Камиль Гилмановпа, вырăнти культура уйрăмӗн ертӳçипе Алексей Тимирясовпа курса калаçрӗç, музейре пулчӗç, Аксу тăрăхӗн ăстаçисемпе паллашрӗç. Халăх пултарулăхӗпе интересленекенсем валли Зинаида Воронова тухья-масмак ăсталассипе мастер-класс кăтартрӗ.  ( И. Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев