Аксура Чăваш тӗррин кунне паллă тунă
Районти Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçи Роза Чентаева Саврăшпуç ял хутлăхӗн пуçлăхӗпе Валерий Николаевпа Савгачевăри ача садне çитсе курнă.
Сумлă хăнасене наци тумне тăхăннă ачасем кӗтсе илнӗ. Воспитательсем ачасемпе вăйăсем тата музыка занятийӗсем ирттернӗ, вӗсене халăх йăли-йӗркипе паллаштарнă. Ачасене уйрăмах асамлă «Асанне арчи» кăсăклантарнă – арчаран кăларнă чăваш тумӗпе паллашнă.
– Савгачевăри ача садӗнче ачасене наци культурипе паллаштарасси çине пысăк тимлӗх уйăраççӗ, – палăртнă Роза Николаевна. – Алевтина Иванова заведующи, Валентина Никифорова, Мария Падирякова воспитательсем тата Светлана Охотникова музыка ертӳçи пӗчӗкскерсене пысăк хавхаланупа тăван чӗлхене юратма вӗрентеççӗ, наци йăли-йӗркин пуянлăхне уçса параççӗ.
Аксури Чӑваш наципе культура центрӗн пресс-служин сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев