Аксу районӗнче паян кăçал çуралнă пӗрремӗш ачана саламланă
Аксу районӗнче паян кăçал çуралнă пӗрремӗш ачана чысланă. Район пуçлăхӗ Алмаз Мингулов Аксура пурăнакан Елена Макаровăна хӗр çуратнă ятпа хăй килне пырса саламланă, тесе пӗлтерет Аксу районӗн «Сельская новь» хаçачӗ.
Машенька Макаровсен çемйинче виççӗмӗш ача, унăн акăшӗсем Аннăпа Татьяна иккӗшӗ те шкулта вӗренеççӗ.

Район пуçлăхӗ саламлама килнӗ чух килте амăшӗ хӗрӗсемпе килте пулнă. Аслă ачисем çанталăк шартлама сивӗ пулнăран шкула кайман паян. Çемье пуçӗ Олег вара ӗçре пулнă.
«Ача çурални вăл районшăн яланах пысăк савăнăç. Сире хӗр çуралнă ялпа чӗререн саламлатăп. Маша сывлăхлă, ăслă ӳстӗр, сире итлетӗр», – тенӗ район пуçлăхӗ Алмаз Минвазыхович Мингулов Макаровсене саламласа ачан çуралнăлăх хутне, чечек çыххи тата парне – 10 пин тенкӗлӗх сертификат – панă май. Макаровсен аслă ачисене те тимлӗхсӗр хăварман пуçлăх – пылак парне панă.
З.Леонтьева сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев