Аксу районӗн пуҫлӑхӗ Хисеп Грамотине тивӗҫрӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Аксу районӗн пуҫлӑхӗ Хисеп Грамотине тивӗҫрӗ

Ҫитес ҫул та малтисен шутӗнче пулма тӗллев лартрӗҫ аксусем

 

Аксу районӗ кӑҫалхи ҫырӑнтару кампанийӗнче "Сувар" хаҫат кӑтартӑвӗсене ӳстерме пултарчӗ. Йӑлтах чакса пынӑ кризислӑ вӑхӑтра ку пӗлтерӗшлӗ ҫитӗнӳ.
"Татмедиа" Акционерлӑ обществон Хисеп Хутне Аксу муниципаллӑ районӗн пуҫлӑхне Камиль Гилманова пирӗн хаҫатӑн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова пачӗ.
Камиль Камалович хӑй ятӗнчен районти чӑвашсене хастар пулнӑшӑн, тӑван чӗлхепе хаҫат вуланӑшӑн мухтарӗ.


Нет комментариев