Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Аксу тăрăхӗнче пенсионерсене больницăна тӳлевсӗр илсе çӳреççӗ

Ялта тăван-пӗтенсӗр пурăнакан е транспортпа илсе çӳрекен çывăх çыннисем çук ватăсемшӗн çав тери кирлӗ пулăшу ку.

«Продолжительная и активная жизнь» наци проекчӗ Аксу районӗнче лайăх пурнăçланнине хыпарлать «Ял пурнăçӗ» район хаçачӗ.Проектпа килӗшӳллӗн, районти 65 çултан аслăрах граждансене кунта «Нежность» социаллă тивӗçтерӳ центрӗн ятарлă транспорчӗ Районти тӗп больницăна тухтăрсем патне тӳлевсӗрех  илсе килсе каялла ăсатса ярать. Кунсăр пуçне ялсенчи аслă çулсенчи ватăсене больницăна хăйсене кăна та ямаççӗ, вӗсемпе яланах фельдшер тата социаллă ӗçчен пырать.

«Продолжительная и активная жизнь» наци проекчӗ пулăшнипе, кăçал çулталăк пуçланнăранпа районти 858 пенсионер сывлăх сыхлав учрежденийӗсене çапла майпа килме пултарнă. (Сăнӳкерчӗк Аксу район хаçачӗн сайтӗнчен). 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество