Александр Магаринпа сывпуллашрăмăр
Паян Шупашкарта, Покровско-Татианински соборӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗн Секретариачӗн ертӳҫипе, нумай ҫулсем журналистика сферинче ӗҫленӗ Александр Николаевич Магаринпа ӗмӗрлӗхех сывпуллашрӑмӑр.
Александр Магаринпа сывпуллашма ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, ЧР Журналистсен союзӗн, министерствосемпе ведомствосен, обществӑлла организацисен представителӗсем, ҫывӑх тӑванӗсемпе юлташӗсем пуҫтарӑнчӗҫ.
Литурги хыҫҫӑн гражданла панихида пулчӗ. Унта нумай ҫын сӑмах илсе Александр Магаринпа ӗҫленине, туслӑ пулнине аса илчӗ.
Чӑн малтан ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Виктор Горбунов сӑмах каларӗ. Александр Магарин вӑхӑтсӑр пурнӑҫран уйрӑлса кайнине республикӑшӑн, чӑваш тӗнчишӗн пысӑк та йывӑр ҫухату тесе палӑртрӗ.
«Улӑштарма ҫук ҫын ҫук теҫҫӗ те, кунпа килӗшместӗп. Александр Николаевича никампа та ылмаштарма ҫук. Вӑл пур ӗҫе те ҫӳллӗ шайра пурнӑҫлатчӗ», – терӗ парламент представителӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев