Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Александр Малышев «Абилимпикс» конкурсӑн регионти тапхӑрӗнче çӗнтернӗ

«Ветеринари» компетенципе «Абилимпикс» професси ăсталăхӗн конкурсӗн регионти тапхăрӗ Пăвари ветеринари техникумӗнче иртнӗ. Ăмăртăва çак кун шкул ачисем, студентсем тата ӗçлекен специалистсем хутшăннă.

Конкурс заданийӗсене ветеринарăн чăн-чăн ӗç условийӗсем патне май килнӗ таран çывхартнă. Хутшăнакансен теори пӗлӗвне кăна мар, унпа практикăра усă курма пӗлнине те кăтартмалла пулнă. Площадкăра кирлӗ инструментсем пурте пулнă: шприцсем, сурана сиплемелли шӗвексем, бинтсемпе чӗрчун манекенӗсем.

Ăмăрту пуçланас умӗн конкурсăн тӗп эксперчӗ, техникум преподавателӗ Максим Мечов тӗллевсене пурнăçламалли тапхăрсене тӗплӗн ăнлантарса панă.

«Специалистсем» категорири хутшăнакансен хушшинче Пӳркелӗнче пурăнакан Александр Малышева çитекен пулман. Тӗрӗслевӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх вăл 90 балл пухса пӗрремӗш вырăн йышăннă. Александр Анатольевич хăйӗн пысăк профессионализмне çирӗплетнӗ, пур задание те ăнăçлă пурнăçланă.

Пӳркелӗнчи ветеринари участокӗнче ӗçленӗ май вăл выльăх-чӗрлӗх чирӗсене хăвăрт та тӗрӗс диагноз лартса пулăшу памалли мерăсене тупса палăртать. Ӗçре илнӗ опыт ăна хутшăнакансен хушшинче чи нумай балл пухма май панă.

Регион тапхăрӗнче çӗнтерни çӗнӗ майсем уçать. Ытти çӗнтерӳçӗсемпе – Пăвари 1 № лицейра вӗренекен Амир Гайнетдиновпа (83 балл) тата Мензелинскри ял хуçалăх техникумӗн студенткипе Нина Байгузинăпа (75 балл) – вăл Мускавра иртекен Пӗтӗм Раççейри «Абилимпикс» наци чемпионатне хутшăнӗ.   Хальхи специалистшăн наци тапхăрне хутшăнни – хăйне тӗрӗслемелли май кăна мар, ытти регионти ӗçтешсен опычӗпе паллашмалли лайăх мел те.

Александр Малышева çитес ăмăртура ăнăçу сунатпăр! Ӗçре илнӗ опыт тата пысăк профессионализм хăйне тивӗçлӗ кăтартма, çӗнтерӳпе таврăнма пулăштăр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: абилимпикс ветеринария