Алексей Песошин Тутарстанри чи тухăçлă района палăртнă
Çӗнӗ хыпарсем

Алексей Песошин Тутарстанри чи тухăçлă района палăртнă

Республика Премьер-министрӗ продовольстви хăрушсăрлăхӗн ыйтăвӗ паянхи кун пӗрремӗш вырăна тухать тенӗ. Вăл Заинск районӗнчи вырма темпӗсене курса хакланă.

«Вырма хăвăртлăхӗпе те, тухăçлăхпа та – лайăххисен шучӗпе. Пысăк агрофирмăсем пур, инвесторсем, переработка. Манăн çак ӗçе хутшăнакансене пурне те тав тăвас килет», - тенӗ вăл.

Песошин «Агросила», «Восток», «Зай» агрофирмăсен ӗçӗпе паллашнă тата агропромышленность сферинчи пысăк предприятисенче - «Заинский сахар», «Заинский элеватор», «Заинск-Хлеб», агропромпарк «Зай».


Нет комментариев