Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Алешкин Саплăк шкулӗн вӗренекенӗ Юлианна Казакова «Чăваш кӗнеки. Пултаруллӑ çамрăксем» конкурсра çӗнтернӗ

Чӑваш кӗнеке издательстви ирттернӗ «Чăваш кӗнеки. Пултаруллӑ çамрăксем» конкурсӑн «Юратнă кӗнеке тăрăх ӳкернӗ чи лайăх ӳкерчӗк» номинацийӗнче аслă ӳсӗмри шкул ачисен хушшинче Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăк шкулӗнче вӗренекен Юлианна Казакова çӗнтернӗ. Пултаруллă хӗрача Дмитрий Моисеев çыравçăн «Ют пахчари хăмла çырли» кӗнеки тăрăх хатӗрленӗ ӳкерчӗкпе 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Декабрӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Ачасемпе çамрӑксен библиотекин хӑтлӑ та илемлӗ залӗнче асăннă конкурс çӗнтерӳçисене чысланă. Юлианна Казакова та унта ятарласах кайнă, çамрăк ентешӗмӗр  Диплома тата парнене тивӗçнӗ.

Кӗнеке авторӗ, Чăваш Республикин Медиацентрӗн ертӳçи, «Сувар» хаçатăн çывăх тусӗ Дмитрий Моисеев хăй те пынă чыслав мероприятине. Ун кӗнеки тăрăх ӳкерчӗк туса çӗнтернӗ хӗрпе вăл питӗ паллашасшăн пулнă иккен. Акă мӗн çырнă Дмитрий Андреевич хăйӗн Телеграмри каналӗнче: «Пултаруллӑ хӗре хам ятран та парне кӳтӗм. Çӗнӗ çул çывхарать-çке – асамлӑха пурте ӗненер. «Хӗрӗм сирӗн кӗнекене библиотекӑран илсе килсе вуларӗ те кӑмӑлне кайнине пӗлтерчӗ. «Ют пахчари хӑмла çырли» кӗнекене эпӗ те хаваспах алла тытрӑм, йӗре-йӗре вуласа тухрӑм», – терӗ Юлианнӑн амӑшӗ Светлана Георгиевна. Чӑваш кӗнеке издательствин ӗçченӗсене чыслава йыхравланӑшӑн, Юлианнӑпа тата унӑн амӑшӗпе паллашма май туса панӑшӑн тав тăватăп».

Маттур ентешӗмӗрӗн çитӗнӗвӗшӗн эпир те савăнатпăр, саламлатпăр!

 

Д.Моисеев архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

 

Юлианна Казакова Дмитрий Моисеевпа.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев