Альших шкулӗ юбилее пуçтарчӗ
Хăçан-тăр кунта 520 ача таран вӗреннӗ, интернат та пулнă
Пăва районӗнчи Альших вăтам шкулӗнче пысăк уяв иртрӗ. Таврара йывăç-курăк симӗсленме, чечексем ырă шăршă сарма тытăннă вăхăтра вăтам шкул 50 çул хушшинче кунтан пӗлӳ пухса тухса кайнă вӗренекенӗсене юбилее пуçтарчӗ. Шкул администрацийӗ, вӗрентекенсем, пултаруллă вӗренекенсем уява тӗплӗн хатӗрленчӗç.
Альших шкулӗнче маларах вăтам пӗлӳ илме май пулман. Кӗçӗн класс вӗçленӗ ачасем кӳршӗ ялсене, Пăвана вӗренме кайнă. Çавăнпах пулӗ 1975 çулта ялта вăтам шкула хута ярсан ашшӗ-амăшӗ питӗ савăннă. Малтанхи çул кунта пӗлӳ илме 520 ача килнӗ. Каярах шкул çумӗнче интернат та уçнă.
Юбилейăн малтанхи пайӗ Альших клубӗнче иртрӗ. Палăртнă вăхăта тӗрлӗ çулсенче вӗренсе тухнисем, педагогика ӗçӗн ветеранӗсем, пуçлăхсем пуçтарăнчӗç. Хăнасене Альших шкулӗн директорӗ Марина Киргизова саламларӗ. Марина Владимировнăпа Михаил Васильевич Бабайкин хăю касса уява пуçларӗç.
Вӗренекенсем шкул ӗçӗ-хӗлӗ çинчен хатӗрленӗ видеоролик кăтартрӗç. Пăва районӗн вӗрентӳ уйрăмӗн пуçлăхӗ Н.А.Македонская, профсоюз ертӳçи И.Р.Сабирзянова Альших шкулӗн ӗçне хакласа лайăх сăмахсем каларӗç, вӗрентекенсемпе вӗренекенсем районта яланах малти ретре пулнине палăртрӗç, парнесем пачӗç. Альших ял хутлăхӗн пуçлăхӗ А.П.Андреев шкулпа тачă çыхăнура ӗçленине, вӗренекенсен хушшинче патриотизм туйăмӗ вăйлă аталаннине палăртрӗ.
Тӗрлӗ вăхăтра шкула ертсе пынă А.С.Лукьянова, О.Н.Дворцов сăмах илчӗç. Кам кăна тухса калаçмарӗ пулӗ, кашнийӗн сăмахӗ ахах пӗрчи пек хаклă, чӗререн тухрӗ. Хăйсене вӗрентнӗ учительсене тав сăмахӗ каларӗç, вӗсем чунтан парăнса ӗçленине, ачасене тӳрӗ çын пулма, чылайăшне вӗрентекен ӗçне суйласа илме хавхалантарнине палăртрӗç. Ахальтен мар пулӗ хальхи вăхăтра шкулта вӗрентекенсенчен нумайăшӗ кунтан вӗренсе тухнă. Шкул Каримовсен, Владимировсен, Киргизовсен, Андреевсен, Анисимовсен династийӗсемпе паллă.
Сцена çинче вӗренекенсем те, шкул пӗтернисен хушшинчи пултаруллă ăстасем те юрларӗç-ташларӗç. Л.А.Юнусовăпа И.В.Иванова мероприятие лайăх хатӗрленӗ. 70-мӗш çулхисенчен пуçласа пӗлтӗр шкултан вăтам пӗлу илсе тухса кайнисем те калаçрӗç. А.Г.Галимова, Р.Р.Юнусов, Р.В.Дубова, Е.Е.Емельянова пурин кăмăлне те уçрӗç. Вырăнти поэтесса Алсу Богатова-Садретдинова шкула халалласа çырнă сăввине вуларӗ.
Уява хăнасем парнесемпе, чечек çыххисемпе килнӗччӗ. Залра ларакан сумлă вӗрентекенсене ăшă сăмахсем каласа тав турӗç. Спонсорсем те аякра юлмарӗç. В.П.Самаркин кăçал та шкулта лайăх вӗренекенсене Шупашкара экскурсие йыхравларӗ. Шкул директорӗ Марина Владимировна пурне те тав турӗ.
Марина Владимировна шкула вунă çул ытла ертсе пырать. Çав тери пултаруллă, вăр-вар, хастар ертӳçӗ. Кашни вӗрентекенӗн ăсталăхне асăрхама пултарать, аталанма хавхалантарса пырать. Вӗренӳпе воспитани енӗпе ӗçлекен çумӗсемпе Гульгена Саетовна Каримовăпа, Ирина Петровна Тимряковăпа пӗрле коллектива çӳллӗ шайра тытса пыраççӗ. Вӗрентекенсем тӗрлӗ конкурссемпе грантсен çӗнтерӳçисем шутланаççӗ. Ачасем олимпиадăсенче, наукăпа практика конференцийӗсенче регион шайӗ таран çӗнтереççӗ.
Уява кӗçӗн классене вӗрентекен С.В.Емельяновăпа Г.Р.Гафурова ертсе пычӗç. Юлашкинчен сцена çине вӗрентекенсем ушкăнпа тухрӗç, туслăх юрри юрларӗç. Пӗр-пӗриншӗн тунсăхланă туссем пӗрле пухăнса кулса-калаçса Альших вăтам шкулне çул тытрӗç.
Шкула капăр илемлетнӗ. Кунта тӗрлӗ кӗтессем, стена хаçачӗсем, ӗлӗкхи альбомсемпе сăнӳкерчӗксем пурне те тыткăнларӗç. Кашниех хăй вӗреннӗ класра пулса курма тăрăшрӗ. Сӗтел хушшинче хăналаннă май шкул çулӗсене аса илчӗç, юратнă юрăсене юрларӗç, ташларӗç, сăн ӳкерӗнчӗç. Ырă туйăмсем, манăçми самантсем, ăшă тӗлпулусем тахçанччен асран тухмӗç.
Ирина ТИМРЯКОВА.
Альших вăтам шкулӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев