Анализсене поликлиникӑра пама пулать
Çӗнӗ хыпарсем

Анализсене поликлиникӑра пама пулать

Анализ пӗтӗмлетӗвӗсем пӗр талăк хушшинче паллă пулаççӗ

 Коронавирус пуррипе çуккине пӗлме анализсем Тутарстанри больницăсенче пама пулать. Кун пирки ТР сывлăх сыхлав министрӗн çумӗ – Хусан Ӗçтăвкомӗн сывлăх сыхлав управленийӗн пуçлăхӗ В.Жаворонков пӗлтернӗ. «Анализсене çăвартан е сăмсаран илетпӗр те Эпидемиологипе гигиена центрне ăсататпăр. Анализ пӗтӗмлетӗвӗсем пӗр талăк хушшинче паллă пулаççӗ», – пӗлтерет сывлăх сыхлав министрӗн çумӗ. Жаворонков сăмахӗсемпе, малтан анализсене Новосибирскра кăна илнӗ. Халӗ COVID-19 вирусран вырăнти поликлиникăсенче те тӗрӗсленме май пур.  


Нет комментариев