Анастасия Виноградова: «Хăвăн ӗçне юратсан, çитӗнӳ пулатех»
Çӗнӗ хыпарсем

Анастасия Виноградова: «Хăвăн ӗçне юратсан, çитӗнӳ пулатех»

Чăваш эстрадинче çамрăксем палăрма пуçлани ырă пулăм. Акă, Анастасия Виноградованах илер. Пике чăваш юррине юратакансене «Эс лекрӗн» юррипе тыткăнлать. Юрăçпа паллашас тӗллевпе телефон урлă çыхăнтăм. Ыйтусем çине хуравлама хаваспах килӗшрӗ Анастасия. Интервьюпа сире те паллашма сӗнетӗп, хисеплӗ вулакансем.

– Анастасия, хӑвпа паллаш­тарсам. Хӑш тӑрăхра çуралса ӳснӗ? Ӑçтан вӗренсе тухнӑ?

– Эпӗ Шупашкарта çуралса ӳснӗ. Шупашкарти Николай Федорович Гаврилов ячӗллӗ 22-мӗш шкулта вӗреннӗ, унтан И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетне вӗренме кӗтӗм. Халӗ 4-мӗш курсра «Реклама тата общественноçпа çыхӑну» специальноçпа вӗренетӗп. Чӑваш наци телевидени­йӗнче редактор пулса ӗçлетӗп. 

– Юрă-кӗвӗ тӗнчинче хăвăн çулна мӗнле пуçларӑн?

– 12 çулта чухне сцена çинче питӗ выляс килетчӗ, хама телевизорпа кӑтартчӑр тесе ӗмӗтленеттӗм. Çавӑнпа эпӗ соцсетьсем урлă Владимир Рыбкин продюсера туп­рӑм. Эпир «Илӗртӳллӗ чăваш хӗрӗ» юрӑ çыртӑмӑр.  Вӑл мана хӑйӗн концертне чӗнчӗ. Владимирӑн концерчӗсенче час-часах тухса юрлама пуçларăм. Çапла пуçланчӗ те манӑн пултарулӑх çулӗ.

– Мӗн хавхалантарчӗ сана юрӑç пулма?

– Ача чухне концерт пӑхнине астӑватӑп: телевизорпа Алексей Шадриков концертне кӑтартатчӗç, ун çине пӑхнӑ чухне манăн та Шадриков пекех юрăç пулас ӗмӗт çуралчӗ. Ачаранах музыкӑна юрататӑп.

– Сцена çине пӗрремӗш хут тухни çинчен каласа парсам. Мӗнле туйӑмсем пулчӗç?

– Пӗрремӗш хут сцена çине 2018 çулта тухрăм. Ун чух 12 çултаччӗ. Питӗ хумхантăм, анчах сцена çине тухсан хăрани йăлтах иртсе кайрӗ. Эпӗ эстрадӑра пӗр-ик çул çеç тухса юрланă, унтан, экзаменсене хатӗрленме тытӑнсан, пӑрахрӑм – пӗтӗм тимлӗхе вӗренӳ çине ятăм. Анчах та пӗлтӗр, 2025 çулта, каллех сцена çине таврӑнас килчӗ. Çӗнӗ юрӑ çыртарса куракан-итлекен патне васкарăм.

– Хӑвӑн сассупа мӗнле ӗç­летӗн? Ӑнӑçу вӑрттӑнлӑхӗсем мӗнле санăн?

– Эпӗ хам тӗллӗн вӗреннӗ, эрнере килте темиçе хут репетици тӑватӑп.

– Юррусенче мӗнле туйăмсене палăртма тӑрӑшатӑн?

– Халӗ çырса хатӗрленӗ юрӑ­сенче ытларах юрату, çутӑ ту­йӑмсем çинчен юрлатӑп. Маларах çырнисен хушшинче чӑваш хӗрӗ, анне, çавӑн пекех юрату çинчен юрӑсем пур. Халӗ сцена сӑнарӗ манӑн унчченхи пек мар, урӑхларах. Пултарулăх çулӗн пуçламăшӗнче манра куракан-итлекен чӑваш хӗрачи сӑнарне курнӑ пулсан, халӗ каччӑсене хăй хыççăн чуптаракан чӑрсӑр, вӗçкӗн хӗр сӑнарӗ. 

 – Интернетри критикӑпа, япӑх комментарисемпе мӗнле усӑ куратӑн? Пур-и вӗсем санăн?

– Кирек мӗнле артистӑнни пекех манăн та япăх комментарисем пур. Малтанхи вӑхӑтра кӑштах кӳрентеретчӗ ӗнтӗ, çапах та халӗ эпӗ çынна пурте килӗшме пултарайманнине ӑнланса илтӗм. Çавӑнпа халӗ эпӗ курайманлăх çине çаврӑнса та пӑхмастӑп.

 – Тепӗр 5 – 10 çултан хăвна мӗнле куратăн?

– Темиçе çултан хама ӑнӑçлӑ çын пек курасса шанатӑп. Эпӗ хамӑн  концертсене йӗркелетӗп ӗнтӗ, чӑваш эстрадинчи паллă юрӑçсенчен пӗри пулса тӑратӑп. Тен, 5 – 10 çул хушшинче качча та тухӑп... Анчах хальлӗхе аталану çулӗпех çирӗппӗн утасшăн-ха.

– Сан миçе юрă паянхи куна? Чи юратни пур-и?

– Паянхи куна манӑн пилӗк юрӑ, вӗсенчен виççӗшне тахçанах çырнă, халӗ эпӗ вӗсене сцена сӑнарӗ улшӑннӑран шӑрантармастӑп. Пӗлтӗр кӗркунне тӑваттӑмӗш юрӑ тухрӗ, шӑпах унпа эстрадӑна таврӑнтӑм. Кăçал вара «Ан яр» юрă кун çути курчӗ. Вӑл та питӗ хӗрӳллӗ, итлекенсем  кăмăл­лăн йышӑнчӗç ăна. Чи юратни – «Эс лекрӗн», мӗншӗн тесен шӑпах унпа сцена çине таврӑнтӑм.

– Сцена çине тухас умӗн пӗр-пӗр ятарлă йăла пур-и? Калăпăр, хумханнине ирттерсе ямалли меслет…

– Паллах сцена хыçӗнче пӑлхану пур, анчах сцена çине тух­сан пур кирлӗ мар ыйту та манӑçать, хӑрани таçта кайса кӗрет. Эпӗ куракансен вӑй-хӑвачӗпе, пулӑ­шӑвӗпе хавхаланатӑп.

– Кам сире сӑвӑсем çырса парать, юрӑсем валли аранжировкӑсем?

– Ирина Степанова, Ольга Савинова сăвăсем çырса параççӗ, Александр Павлов, Александр Кокшин юрăсене аранжировка туса хатӗрлеççӗ.

– Чăваш  эстрадинче  камсем çине ытларах пăхатăн?

– Алексей Шадриков, Сергей Лекеров, Полина Борисова пек пулас килет.

– Сан шухӑшупа, паллӑ юрӑç пулас тесен мӗнле пахалӑхсем пулмалла этемре?

– Чăн малтан – дисциплина, ӗçченлӗх, чи кирли хӑвӑн ӗçне юратни тесе шутлатăп. Хӑвна киленӳ кӳрекен ӗçе чунна парса тӑватӑн пулсан, вӑл сана çитӗнӳ кӳрӗ те. Чап хыççӑн хӑвалама кирлӗ мар, пурин те хӑйӗн вӑхӑчӗ. 

–  Санӑн сцена тулашӗнчи чун киленӗçӗ е чун туртӑмӗ пур-и?

– Пушӑ вӑхӑт нумай мар, çукпа пӗрех тесен те юрать. Вӗренӳпе ӗç  нумай вӑхӑта ытларах  илет. Юлташсемпе вӑхӑт ирттерме тӑрӑшатӑп ӗнтӗ. 

– Сценӑпа телекурава мӗнле ылмаштаратăн?

– Вӗренӗве, сценӑна, телекурава пӗрлештерме йывӑр, вӑхӑта тӗрӗс планлама пӗлмелле.  Пулса тухать пек, анчах нумай вӑй каять. Чи пӗлтерӗшли – мана ку килӗшет, килӗшсен вара пӗтӗмпех пулса тухать.

– Малашлӑх планӗсем мӗнле? Пысӑк сцена çинче тухса юрлас  е пысӑк музыка фестивалӗсене хутшӑнас ӗмӗт пур-и?

– Ӗмӗтсем нумай. Малалла аталанас, концертсенче ытларах юрлас, итлекенсене кăмăла каякан илемлӗ юрӑсем парнелес килет.

 

Юрий АДЪЮТАНТОВ калаçнă. 

А.Виноградован харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗк.


Нет комментариев