Улькка Эльменӗн çӗнӗ кӗнеки сюжет хиврелӗхӗпе, психологизмпа тыткăнлать
Çӗнӗ хыпарсем

Улькка Эльменӗн çӗнӗ кӗнеки сюжет хиврелӗхӗпе, психологизмпа тыткăнлать

Чăваш литературине юратакансем Улькка Эльмен (Ольга Геннадьевна Куликова) прозаикăн ятне питӗ лайăх пӗлеççӗ, унăн кӗнекисене чăтăмсăррăн кӗтеççӗ.

Ахальтен мар вăл çырнă произведенисем пӗрре мар чи вуланаканнисен йышне кӗнӗ. Çыравçă 1961 çулхи çурла уйăхӗн 31-мӗшӗнче Вăрнар районӗнчи Авшак Эльмен ялӗнче çуралнă. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн историпе филологи факультечӗн чăваш чӗлхипе литератури уйрăмӗнчен вӗренсе тухнă. Нурăсри тата Санарпуçӗнчи вăтам шкулсенче, районти «Çӗнтерӳ çулӗ» хаçатра, «Капкăн» журналта, акционерсен «Вурнарыдорстрой» уçă пӗрлешӗвӗнче вăй хунă. Хальхи вăхăтра – Раççей Писательсен союзӗн Чăваш Енри уйрăмӗн председателӗн çумӗ.

 

Малтанхи калавӗсемпе повеçӗсем район хаçатӗнче, «Ялав», «Тăван Атăл», «Çилçунат» журналсенче кун çути курнă. Улькка Эльмен 2002 çултанпа Раççей Писательсен союзӗн пайташӗ. Унăн уйрăммăн пичетленсе тухнă кӗнекисем: «Ма инçе-ши çăлтăрăм?..» (2001), «Кая юлнă ӳкӗнӳ» (2002), «Çирӗп чунлисем телейлӗ» (2010), виçӗ томлă «Упраймарăм сана…» роман (пӗрремӗш кӗнеке – 2012, иккӗмӗш кӗнеке – 2015, виççӗмӗш кӗнеке – 2018), «Пурнăç сулăнка лексен…» (2022); ачасем валли – «Сарă кӗпе» (2016), «Кушак» (2021), «Интернетри юрату» (2024).

Çак кунсенче Чăваш кӗнеке издательствинче прозаикăн черетлӗ кăларăмӗ пичетленсе тухрӗ. «Ултав» ятлăскерне икӗ повеçпе икӗ калав кӗнӗ. Редакторӗ – Ольга Иванова, ӳнерçи – Сергей Орлов. Çӗнӗ хайлавсем сюжет хиврелӗхӗпе, психологизмпа, пурнăç тӳнтерлӗхӗсемпе пăтăрмахӗсене тарăннăн çутатса панипе тӳрех тыткăнлаççӗ. Детектив жанрӗпе калăпланăскерсем вăрттăнлăхсемпе, хăрушлăхпа, иккӗленӳпе тулли. Тӗрӗслӗхе пӗлес тесен вулаканăн сăнарсемпе пӗрле тем те тӳссе ирттерме тивӗ.

Ачисене çемьере ӳстерес тесе хӗрарăм чылай чухне темпе те çырлахать, кăра çилӗллӗ упăшкинчен те уйрăлмасть. «Ултав» повеçри Вера Петровна вӗрентекен те ывăлӗсене ашшӗсӗр хăварасшăн мар. Упăшки хăйне кăнттам тыткалани те, вăл ют хӗрсемпе тӗл пулни çинчен илтни те лару-тăрăва улăштарма хистеймест ăна. «Упăшки юлашки вăхăтра час-час пуçне усса ларнине курма хăнăхнă ӗнтӗ Вера. Кун пек чухне сăмах хушманни аванрах та. Çапла ларсан-ларсан хă­йех лăпланать, Верăна çурăмӗнчен лăпкаса илет те çывăрма кӗрсе выртать…» Хӗрарăм яланах ырра шанать, япăххи пирки шухăшласшăн мар, çемьене упраса хăварма тăрăшать. Тен, малашне те çаплах пурăнӗччӗ, анчах кӗтмен çӗртен йăтăнса аннă инкек ун тӗнчекурăмне чăл-пар салатать, çывăх юлташне вӗлереççӗ, мăшăрне тӗрмене хупаççӗ, ӗçрен тухса кайма тивет… Кама ӗненмеллине те пӗлме çук.

«Тавăру» повеçри Ульяна çамрăклах упăшкине çухатать, варти пепки çинчен каласа та ӗлкӗреймест мăшăрне. Аслă ывăлӗпе хӗрӗ ашшӗпе тек нихăçан та тӗл пулаймӗç. Тăлăх арăм вара упăшкине тӗлӗкре тăтăшах курать – Борис кашнинчех хăйӗншӗн тавăрма ыйтать. Кама тата мӗншӗн? Вăл вилнӗ кун мӗн пулса иртнӗ-ха? Тен, ку синкерлӗ ӗçӗн тымарӗсем тата тарăнрах?..

«Ваккат», «Ылхансăр куççуль» калав­сенче те тӗпре – йывăр шăпаллă хӗр-хӗрарăм савăнăçӗпе пăшăрханăвӗ, ăнтăлăвӗпе ӳкӗнӗвӗ. «Темиçе уйăх каялла кам та пулин Вероникăна тӗрмене çакланан тесе каланă пулсан вăл çакна вырăнсăр шӳт вырăнне йышăнса кулса çеç илӗччӗ. Акă вăл чăваш халăхӗ «пурнăç – пăрăнăç» тени, çирӗмри хӗр пӗчӗк чӳречеллӗ тӗрме пӳлӗмӗнче тӗрлӗ çапкаланчăк хӗрарăм хушшинче ларать…» – вулатпăр «Ваккат» калавра. Прокурорпа следователь Вероника айăп­лă тесе шухăшлаççӗ. Ваккат вара вӗсен йышăнăвӗпе ниепле те килӗшме пултараймасть. Хăй хӳтӗлекен хӗре тӗрмерен хăтарас тесе çанă тавăрса ӗçе пуçăнать вăл. Тӗрӗслӗхе çиеле кăларас тенипе çеç çыхăннă-ши ку? Тен, савнипе килти ӗç-пуç пирки мансах ăшталанма урăх сăлтавсем те пур ваккатăн?.. Автор сăнлакан хирӗçтăрусем кулленхи пулăмсенченех йăл илеççӗ, пурнăçа тӗрлӗ енлӗн ӳкереççӗ. Улькка Эльменӗн сăнарӗсем вулакансене çавăнпа çывăх та.

 

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

Чăваш кӗнеке издательствин архивӗнчи сăнӳкерчӗксем. 


Нет комментариев