Иван Яковлев унра хăйӗн ӗçне малалла тăсакана курнă-тăр
«…Пӗр хам анчах вӗрентнӗ хамăн çыннăмсене кăмăлтан ырă сунатăп. Эпӗ вӗрентсе ларнă вăхăтсем ман пурнăçра чăн савăнăçлă вăхăтсем пулчӗç…» – тенӗ И.Я.Яковлев чăваш халăхне панă Халалӗнче.
1875 çултанпа Хусан вӗренӳ округӗнчи чăваш шкулӗсен инспекторӗ пулнă май Иван Яковлевич Яковлев ялсенче шкулсем уçас, вӗсене вӗрентекенсемпе тивӗçтерес тесе тăрăшнă. Çулленех тӗрӗслев ӗçӗсемпе икӗ хутчен чăвашсем пурăнакан кӗпӗрнесене çитнӗ, паллах, тӗрӗслевпе кăна лăпланман: ăçта мӗнле ыйту пуррине кура май пулнă таран пулăшу панă. Ялсенчи шкулсенче вӗренме кăмăл пур тата пултаруллă ачасене асăрхаса Чӗмпӗре пыма чӗннӗ. 1903 çулта чăваш шкулӗсен инспекторӗн вырăнне пӗтерсе хунине пула Иван Яковлевичăн Чӗмпӗрти чăваш шкулӗн инспекторӗ пулса çеç ӗçлеме тивнӗ. Вăл текех уессем тăрăх çӳреймен, ялсенчи вӗрентӳ çурчӗсен ӗç-хӗлне тӗрӗслеме пултарайман, çапах та, хăй вӗрентнӗ çамрăксем учительте ӗçленине кура, вӗсен ӗç-хӗлне пӗлсе тăнă, вӗсемех пултаруллă ачасене чăваш шкулӗнче пӗлӳ илме хавхалантарнă.
Вӗрентекенӗн шанăçне тӳрре кăларнă
1919 çулта Просветитель Раççей Совнаркомӗн Председателӗ В.И.Ленин патне çырнинчен: «…Паллах, çакăн пек ӗçсене тума манăн пӗччен вăй çитейместчӗ. Мана ăнланакан, çивӗч, ӗçчен пулăшакансем кирлӗччӗ. Ку енӗпе, чăнах та, телейлӗ пултăм. Шкултан вӗренсе тухнă пӗрремӗш воспитанниксемех пултаруллă педагог-воспитательсем пулса тăчӗç. Вӗсем чăваш литература чӗлхине тăвас, кӗнекесемпе брошюрăсем куçарса кăларас, вӗсене халăхра сарас тесе тăрăшрӗç.
…Аллă çул хушшинче шкул вырăспа чăваш халăхӗсене пин учительпе учительница пачӗ (юлашки çулсенче унта 350 ачана яхăн вӗренетчӗ). Шкул чăваш çырулăхне йӗркелекен, чăвашла кӗнекесем кăларакан, вӗсене ял халăхӗ хушшинче пиншер экземпляр саракан центр пулса тăчӗ.
…Шкул хăйӗн воспитанникӗсемпе чăннипех те савăнма пултарать. Вӗсем халăх пурнăçӗнче те, тӗнре те, çар хӗсметӗнче те тӗрлӗ вырăнсенче ӗçлеççӗ.
Хальхи вăхăтра та Чӗмпӗрти шкултан вӗренсе тухнă чăвашсем тӗрлӗ учрежденисенче тăрăшаççӗ, пысăк вырăн йышăнаççӗ, çапăçусенче паттăрлăх кăтартаççӗ.
…Эппин, эпӗ пуçланă ӗç пӗтмен, вăл пурăнать. Эппин, манăн ӗçӗм ахалех пулман…» (И.Я.Яковлев. Письма).
Çапла, Вӗрентекенӗн шанăçне вӗренекенӗсем тӳрре кăларнă. Çавăн пек ачасенчен пӗри пулнă та ӗнтӗ Григорий Тимофеевич Тимофеев – писатель, этнограф, вӗрентекен, священник. Унăн чи паллă ӗçӗ – «Тăхăрьял» ятлă кӗнекен алçырăвӗ. Вăл 1972 тата 2002 çулсенче Чăваш кӗнеке издательствинче пичетленнӗ.
Ывăлне вӗрентес тенӗ
Григорий Тимофеевич Тимофеев Хусан кӗпӗрнинчи Шупашкар уесне кӗрекен Тӗрлемес ялӗнче (халӗ Чăваш Республикинчи Куславкка округӗ) Тимофей Николаевпа Анна Степанова çемйинче 1878 çулхи январӗн 21-мӗшӗнче çуралнă.
Тӗрлемес ялӗ Тутарстанăн Ешӗлвар районӗпе юнашар вырнаçнă, кунтан Сӗве хули те инçех мар, 30 çухрăма яхăн. Унти улăхсенче тӗрлемессем утă çулса илнӗ иккен. Хăш-пӗр авторсем Г.Т.Тимофеева тури чăвашран тесе çыраççӗ, паллах, ку тӗрӗсех мар. Чӗлхе тӗпчевçисем Тӗрлемес тăрăхне анат енчи чăвашсен çӗршывӗ тесе палăртаççӗ. Вӗсен чӗлхи, турисемпе танлаштарсан, анатри чăвашсен чӗлхи-калаçăвне çывăхраххине палăртаççӗ. Чӗмпӗрти чăваш шкулӗнче вӗреннӗ чухне Тимофеев çакна асăрханах ӗнтӗ.
Пӗр-пӗр мухтавлă çын çинчен тӗрленчӗк хайланă чухне авторсем унăн пултарулăхӗн (е таланчӗн тейӗпӗр) никӗсӗ – ашшӗ-амăш пилӗнче (генсенче), çутçанталăк вăйӗнче, çӳлти хăватсенче, хăйӗн тăрăшулăхӗнче теççӗ, турă панă пултарулăх вăл теççӗ. Вăхăт тăрăмне, патшалăхри лару-тăрăва, çынпа-çын хутшăнаслăхне шута илмелле мар-и-ха?!
Григорий Тимофеевич Тимофеев кун-çулӗнчи хăш-пӗр самантсене йӗрлесе тухсан мӗн куратпăр-ха? ХIХ ӗмӗр вӗçнелле ялсенче шкулсем уçăлаççӗ, вӗсенче ятарлă пӗлӳ илнӗ чăваш учителӗсем ачасене вӗрентеççӗ. Тӗрлемесре 1861 çултах «Хутла вӗрентекен шкул» уçăлнă пулнă, 1871 çулта Халăх çутӗç министерстви шкула хăй хӳттине илсе пуçламăш училище йӗркелет.
1875 çулта Хусан вӗренӳ округӗнчи чăваш шкулӗсен инспекторӗн тивӗçӗсене пурнăçлама тытăннă И.Я.Яковлевăн тӗрӗслев маршрутӗнче Тӗрлемес шкулӗ чи пирвайхи шутланнă (Манăн пурнăç, 418 стр.) Çак вăхăт тӗлнелле Хусанти урăх халăхсен учительсен семинарийӗн, Чӗмпӗрти чăваш шкулӗн ячӗ-сумӗ чăваш тӗнчи тăрăх сарăлнă ӗнтӗ. Маларахри çулсемпе танлаштарсан, ашшӗ-амăшӗсем вӗренес текен ачисен ӗмӗчӗсене татман. Укçи-тенки çитсе пымасан та, ашшӗ, Тимофей Николаевич, ачине Кӗркурие малалла вӗрентӗр тенӗ. Эпӗ кунта И.Я.Яковлевăн витӗмне те куратăп: Тӗрлемесре пулса курнă май вăл шкул ӗçӗсене тӗрӗсленӗ, вӗренекенсемпе калаçнă, хресченсемпе курнăçнă. Нумай пӗлме тăрăшакан Кӗркурие, тен, Иван Яковлевич хăй Чӗмпӗре пыма йыхравланă?
Кӗркури ачаллах сăнама юратнă
Ашшӗ-амăшӗ пирки каласа хăварам: Тимофей Николаевич Куславкка пристанӗнче матросра ӗçленӗ, уйăхне 12 тенкӗ шалу илнӗ. 6 çынлă çемьешӗн нумаях мар ку, çӗр пайӗ икӗ арçыншăн çеç тивнӗ вӗт! Аслă ывăлӗ Кӗркури Чӗмпӗре вӗренме кайиччен килшӗн пысăк пулăшу пулнă ӗнтӗ, вăл çитӗннисемпе танах ӗçлеме хăнăхса пынă.
Куславкка пристаньне çуллахи вăхăтра йӗри-таврари ялсенчен тӗрлӗ тавар турттаракансем нумай пухăннă. Тимофей Николаевич пристаньре ӗçленӗ май, суту-илӳ мӗнле пынине сăнасах тăнă, хутла пӗлекенсем, тутарла е вырăсла калаçакансем, вулама-çырма пултаракансем ӗçе лайăхрах ăнтарнине курнă. Тен, çавăнпа вăл ывăлне ялти шкул хыççăн малалла вӗрентес тенӗ. Халăх каларăшле, çынна тухтăр тенӗ.
Кӗркури ачаллах йӗри-тавралăха, çынсене, вӗсен тум-юмне, калаçăвне сăнама юратнă иккен. «Асаилӗвӗнче» çакăн пирки тӗлӗнмелле илемлӗ çырса кăтартать. Амăшӗ Вăрмар тăрăхӗнчен, 16 çухрăмра вырнаçнă Чăмашкасси (халь Çиçтӗпе – В.Ц.) ялӗнчен качча килнӗскер, ашшӗ-амăшпе, тăванӗсемпе, шăллӗ-пиччӗшӗсемпе хутшăнсах тăрать. Кӗркури амăшӗпе пӗрле кукашшӗпе кукамăшӗ, куккăшсем патне каймассерен, çул çинче тӗл пулакан ялсене, çутçанталăка сăнасах пырать. Хăйсем патӗнчипе танлаштарать.
«…Манăн ачалла курнă тӗнчем, илтнӗ сăмахăмсем, аслă çулпа пасар çулӗ çинче пулнă. Леш ниçта тухиччен, килте ларнă çӗрте курнисем асран каймирех тăраççӗ, чӗрене те лайăх енӗпе ытларах пырса çапăнаççӗ. Çавăнпа эпӗ аслă çул çинче мӗн курнине, Куславкка çулӗ çинче мӗн курнине юратсарах калатăп», – тет асаилӳ-калавӗнче.
«…Вӗсен хăйсен йăли çапла-тăр, çавăнпа вӗсем çапла тăхăнаççӗ-тӗр…», «…Килӗ-çурчӗсем пирӗнни пекех-ши вӗсен, тумтирӗ кăна çапла урăхларах-ши?», «… вӗсен ялӗсенче те пирӗн кукамайсен ялӗнчи пек-тӗр», – çавăн евӗрлӗ ыйтусем канăçсăрлантараççӗ ачана.
Лайăх вӗрентекен
1890 çулта Тӗрлемес шкулне учительте ӗçлеме Федор Данилович Данилов килнӗ. Çемьере Кӗркурирен икӗ çул кӗçӗнрех Мишша ятлă ывăл тата пӗчӗкрех Санькка ятлă хӗрача та пур. Вӗсем тӗрлемессем пек калаçмаççӗ иккен, «кӗнекери пек». Ачасем каллех тӗлӗнеççӗ: «Кӗнеке тăрăх çапла калаçма вӗреннӗ-ши кусем е вӗсен енче пурте çапла кӗнеке çинчи пек калаçаççӗ-ши?» Ӗнтӗ пирӗн Кӗркурие те çиелтен курăнакан япаласем çеç мар интереслентереççӗ: «…Пирӗн чăвашăн епле тӗрлӗ çӗрте тӗрлӗ чӗлхе, тӗрлӗ тум, çавăн пекех йăлисем те тӗрлӗ çӗрте тӗрлӗ йăла иккен».
Федор Данилович пултаруллă учитель пулнă. Ачасен кăмăлне тупма пӗлнӗ вăл, вӗсемпе урокра çеç мар, ытти вăхăтра та тӗрлӗ темăпа калаçнă, тавракурăма, ăс-хакăла аталантарма тăрăшнă. «…Мишша ашшӗ, уччитӗл пирӗн. Федор Данилович темӗскер чăваш юррисем çинчен калаçкаласан: «сирӗн çапла-çапла тумаççӗ, пирӗн çавăнта ăна çапла, кăна капла тăваççӗ; çапла-çапла-çапла юрлаççӗ, çапла-çапла калаççӗ», тетчӗ. «Тӗрлӗ çӗрте тӗрлӗ-ши мӗн ку чăвашсем те?» теттӗмӗр вара эпир. Унтан тата хăшне-пӗрне пăхас-курас килетчӗ çавăнта…»
Çапла вара, нумай пӗлме ăнтăлакан Кӗркури тӗлне лайăх вӗрентекен Федор Данилович Данилов Тӗрлемесе килсе вырнаçать. Телее темелле-тӗр. Вăл ачасене хавхалантарма, çунатлантарма пӗлет. 1891 çулта Кӗркурие тата хăйӗн Мишша ывăлне Чӗмпӗрти чăваш шкулне илсе каять. «…Эпӗ вара Мишшапа пӗрле кӗркунне Чӗмпӗре кайрăм та Чӗмпӗре кӗтӗм вӗренме. Иксӗмӗре те илнӗччӗ пире, Мишшапа пӗрле тăраттăмăр эпир мӗн ӳссе учиттӗле тухичченех…»
Эппин, кам-ха çав ырă вӗрентекен? Федор Данилович Данилов Чӗмпӗр кӗпӗрнинчи Пăва уесне кӗрекен Ситӗл ялӗнче (халӗ Чăваш Республикинчи Патăрьел округӗ) çуралса ӳснӗ. 1878 çулсенче Хусанти учительсен семинарийӗнче вӗреннӗ. 1882 çулта вăл Сиктӗрмери пуçламăш училищӗре ачасене пӗлӳ пама пуçăнать. «Федор Данилов маттур, пултаруллă учитель, чиркӳ юррисене аван вӗрентет, ачасем чиркӳре питӗ илемлӗ юрлаççӗ. Учитель ӗçӗсӗр пуçне вăл, штатра тăмасăрах, псаломщик тивӗçӗсене те пурнăçласа тăрать. Унпа хисеплӗ Александр Владимирович Бузановский те кăмăллă», – пӗлтерет шкулсен инспекторӗ И.Я.Яковлев Хусанти урăх халăхсен учительсен семинари директорне Н.И.Ильминские.
Иван Яковлевич пултаруллă учителӗн ӗç-хӗлне асăрхасах тăнă. Федор Данилович çемçе кăмăлӗпе палăрнă, ялти тӗрлӗ уявсене ăна чӗнмесӗр хăварман. Паллах, унта эрех-сăра та пулнă ӗнтӗ. Шкулсен инспекторӗ çак киревсӗр йăлана яланах сивленӗ, хăй шаннă учитель эрех серепине лекме пултарассине туйса, ăна урăх шкула куçарма тӗллев тытать. Çапла майпа Тӗрлемесе çитет Ф.Д.Данилов. Кунта вăл пӗр вӗренӳ çулӗ çеç ӗçлет, унтан ăна çӳллӗрех шайлă Элӗкри икӗ класлă шкула куçараççӗ. Каярахпа, тӗрлӗ çӗрте ӗçлесе хăйне лайăх енчен кăна кăтартнăскере, Чӗмпӗрти чăваш шкулне таса çырассипе (чистописание) вӗрентме йышăннă. И.Я.Яковлев «Манăн пурнăç» асаилӗвӗнче Ф.Д.Данилов пултаруллă куçаруçă пулнине асăннă: «Эпӗ Псалтире чăвашла куçартăм. Темиçе хутчен улăштартăм. Мана Федор Данилов (чăваш) тата Константин Иванов (чăваш, поэт) пулăшрӗç».
Чăваш шкулӗн вӗренекенӗ
Çапла вара, Кӗркури Тимофеевшăн Тӗрлемесе Ф.Д.Данилов килни ырă пулăм пулнă. Вăл ачана çул кăтартаканӗ, пулăшса пыраканӗ, хавхалантараканӗ. Учителӗн ачисем пирки те кăшт каласа хăварам: Кӗркурипе туслă тăнă Мишша ятлă ывăлӗ Чӗмпӗрти чăваш шкулӗнче 1891 – 1897 çулсенче вӗреннӗ. Санькка ятлă хӗрачи те 1896 – 1902 çулсенче Чăваш шкулӗнчи Хӗрарăмсен уйрăмӗнче вӗренсе учитель свидетельствине илнӗ. Кӗçӗн ачи те, 1893 çулта çуралнă Елена, аслисен йăлипе, Яковлев шкулӗнче 1900 – 1909 çулсенче ăс пухнă.
Акă ӗнтӗ 14-ри Кӗркури Тимофеев Чӗмпӗрти чăваш шкулӗнче. Вăл ăна-кăна ăнланма-пӗлме пуçланăскер, çӗнӗ вырăнти пурнăçа хăвăрт хăнăхать. «…Таçти-таçти ачапалан таçти ача паллашать. Пӗр-пӗринпе харпăр хăй енчи çинчен кала-кала параççӗ пӗр-пӗрне, унти-кунти çинчен ыйтаççӗ, тӗлӗнеççӗ. Çапла тек вӗренмен хутлăхран килти çинчен калаçа-калаçа ирттеретпӗр вăхăта. Пушă хутран халапсем яратпăр пӗр-пӗринпе. Пӗр-пӗрин калаçнине, пӗр-пӗрин тумне вӗренетпӗр хайхи пурăна киле. Хай ӗлӗк пӗр шӳтленӗн туйăнакан юлташ япали кăмăла та килекен пулать, пӗр-пӗринчен куласси-тăвасси таçта кайса кӗрет: ачасем калама çук лайăх килӗштерсе пурăнаçççӗ пӗр-пӗринпе, шакăлтаттарса калаçса.
Унта вара ытларах вӗренсен, кӗнекене тытăнаççӗ те, унти-кунти çинчен ыйтасси те пӗтет. Таçта кӗнекесем çинчен вулани-илтни çинчен калаçаççӗ, тӗлӗнеççӗ вара…
...Аслă классенче эпир хамăр çӗршывăн географине, хамăр çӗршывăн историне чиркӳпе çыхăнтарса лайăх пӗлеттӗмӗр ӗнтӗ. Ытти предметсемпе те чылай пӗлӳ илтӗмӗр. Мӗн пӗлнине, мӗне пултарнине пурнăçра усă курма хатӗр пултăмăр. Эпир татах та нумайрах пӗлме, пурнăçланма пултарайман çулçӳревсем, пурнăçланма пултарайман ӗçсем, вӗçсӗр пӗлӳ патне ăнтăлаттăмăр. Пирӗн чунсем унталла та, кунталла та туртăнатчӗç, анчах укçи-тенки çук, вăй çук тата майӗсем те çук. Эпир хамăрăн çуклăха ылханаттăмăр, апла пулсан, капла пулсан урăхларах пулӗччӗ теттӗмӗр. Эпир кашниех, инçе е çывăх-и, çула тухма ӗмӗтленеттӗмӗр, çулçӳрев пире тӗрлӗ енлӗ аталанма пулăшӗччӗ теттӗмӗр...» – çырнă вăл каярах çав вăхăтсене аса илсе.
Ача чухнехи асаилӳсенчен те, каярахпа çырнисенчен те çакна куратпăр: Григорий Тимофеев çул çӳреме юратнă. Çул çӳресе пӗлӗвне хăй тӗллӗн ӳстернӗ, çутçанталăка ăнланма хăнăхнă, çынпа çын хутшăнăвне тӗпченӗ. Вăл Чӗмпӗрте географи предметне килӗштерсе вӗреннине те асăнать. Пурнăçӗнче те ăçта кăна пулман: Хусанта, Сӗве утрав-хулара, Чӗмпӗрте, Шупашкарта, Çӗрпӳре, Çӗпӗрте, Оренбург тăрăхӗнче… Хăш-пӗр çулçӳревсем кăмăл еккипе пулса пынă, теприсем – нушапа, ниçта кайса кӗме çуккипе. Пур çӗрте те хăй мӗн курнине, йăла-йӗркесене, çынсем мӗнле пурăннине çырса хума тăрăшнă, акă, Çӗпӗртен чăвашсемпе çыхăннă çӗнӗ чылай хыпара Н.В.Никольский профессора пӗлтерсе тăнă.
Иван Яковлев
хавхалантарнă
Чăваш патшалăх истори архивӗнче упранакан 207-мӗш фондра (Чӗмпӗрти чăваш шкулӗн чăнлавӗсем – Авт.) Григорий Тимофеев экзаменсенче мӗнлерех паллăсем илнине кăтартакан ведомоçсем пур. Вырăс чӗлхипе, литературăпа, географипе, чиркӳ историйӗпе, Турă саккунӗпе питӗ лайăх паллăсем кăна унăн. Чăнлава шкул инспекторӗ хăй алă пусса çирӗплетнӗрен унăн хаклăхӗ питӗ пысăк. Пултаруллă вӗренекенӗсене Иван Яковлевич асăрхасах тăнă, йывăрлăхра пулăшма тăрăшнă, малалла ăнтăлма хавхалантарнă.
1896 çулта çуллахи каникула тăван яла килсен Кӗркури Тимофеев амăшне пулăшас тӗллевпе Сӗве енне кайса кил-хуçалăх валли утă-курăк çулса хатӗрлес тет. Амăшӗ савăнать – ара, ашшӗ ялан ӗçре, унăн вăхăчӗ çук, эппин кама-тăр тара тытмалла, уншăн укçа тӳлемелле, вăл вара çитсе пымасть.
Çапла ӗмӗтленсе тăнă чухне И.Я.Яковлевран çыру килет. Шкул инспекторӗ 3-мӗш класс воспитанникне çапла пӗлтерет: «…çывăх вăхăтра, июнӗн 20-мӗш хыççăн, вӗренекенсем Хусан, Чулхула (Нижний Новгород), Кострома, Ярославль, Ростов, Сергиев Посад, Мускав, Владимир хулисене çитсе сăваплă вырăнсене пуç тайӗç, Чулхулара Пӗтӗм Раççей промышленность куравне курӗç. Укçа-тенкӗ çитменнипе эсӗ çав йыша кӗреймен, анчах та хăв шутупа, 18 – 20 тенкӗ тупайсан, çулçӳреве пыма пултаратăн. Çул çинче пӗр уйăха яхăн пулăпăр, çавăнпа виçӗ хутчен улăштарса тăхăнма таса кӗпе-йӗм, йӗркеллӗ атă-пушмак илмелле. Вӗсем пурте тирпейлӗ пулччăр. Кайиччен 5 кун маларах шкула килсе çул çине хатӗрленмелле, юрлама хăнăхмалла». («Тăхăрьял», 347-348 стр.)
Çак хыпар Тимофеева савăнтарнах ӗнтӗ. Кӗркурие кăна-и, ашшӗ-амăшӗ те ывăлне шкул инспекторӗ хăй чӗнсе янишӗн хӗпӗртемен-им? Паллах, хӗпӗртенӗ. Эппин, Кӗркурие пӗлеççӗ, хисеплеççӗ. Эппин, вăл çынна тухать. Ачана çулçӳреве кайма хатӗрлесе çитереççӗ.
«…Эпир ялта пурăнатпăр, пирӗн атте-аннесем те, вӗсен ашшӗ-амăшӗсем те, ыттисем те. Никам та 50 – 100 çухрăмран аяккалла кайса курман… Çулçӳревре пурне те сăнаттăмăр, мӗн курни пирки шухăшлаттăмăр, тепӗр чухне çынсем хăйсен çӗршывӗ, халăхӗ, пурнăç йăли-йӗрки çинчен калаçнине итлеттӗмӗр, хамăра курăнакан çуртсене, ялсене, хуласене сăнаттăмăр, шаларах, вӗсен хыççăн мӗн пулма пултарать-ши тесе шухăшлаттăмăр. Атăлпа пыратăн-и е чукун çулпа-и – тӗрлӗ çынна тӗл пулатăн: пӗрисем хăюллă, çивӗч, теприсем лăпкă, шăп...» – çапла çырать Г.Тимофеев 1901 çулта. Çапла, тӗнче курса килет. Каярах, 1903 çулта, «Тăхăрьяла» пӗтӗмлетсе çапла палăртса хурать: «…Тӗрлӗ çӗрте тӗрлӗ йăла: тумтирӗ те, çурчӗ-йӗрӗ те урăхла, пурнăçӗ те çавах».
Мӗншӗн-ха Иван Яковлевич Яковлев Григорий Тимофеева уйрăммăнах çак çулçӳрев пирки хăй пӗлтерет? Иккӗленмелли çук: шкул инспекторӗ ачара тăрăшулăх, ăнтăлу, çӗнни патне туртăнни, тăван чӗлхепе сăмахлăха юратни, ӗçченлӗх тата ытти ырă пахалăх пуррине асăрханă. Эппин, ăна хавхалантармалла мар-и-ха?!
Шанăç паракан ача
Тепӗр тӗслӗх те И.Я.Яковлев Григорий Тимофеев пурнăçӗнче ырă йӗр хăварнине çирӗплетет. Пысăк çулçӳреврен таврăннă ачасем çуллахи каникула тăсма тăван ялӗсене саланаççӗ. Вӗсем ӗнтӗ хăйсем мӗн курни-илтнине хут çине куçарнă, самаях хулăн тетрачӗсене шкул вулавăшне упрама панă. Малашне вӗсемпе воспитанниксем паллашӗç, вӗренӳ вăхăтӗнче усă курӗç.
Иван Яковлевич Кӗркурие шкултан хăй ирӗкӗпех кайма сӗнет. Мӗншӗн? Унăн тулли курс пӗтериччен тепӗр çул вӗренмелле вӗт-ха! «Итле-ха, ачам, – тет Иван Яковлевич. – Эсӗ вун саккăрти çамрăк. Шкул пӗтерӗн те сана çар хӗсметне илме пултараççӗ. Унтан шăпу темле килсе тухӗ. Тен, вӗрентӳ ӗçӗпе çыхланмăн та. Сана, пултаруллă ачана, çухатас килмест. Сире, 3-мӗш класри 10 арçын ачана, Хусанти учительсен семинарине экстерн йӗркипе экзамен тытма ярас тетӗп. Семинаристсене çар хӗсметне илмеççӗ вӗт. Пирӗн вӗренекенсен ун чухлех тивӗç çук ав. Учитель ятне илсен хамăр шкулах таврăнăр, вара сире ялсене ярăпăр».
Çапла пулса тухать те. 1896 çулта кӗркунне 18-ти Григорий Тимофеев Хусанти семинарире Урăх халăхсен пуçламăш училищин учителӗн свидетельствине илет. И.Я.Яковлев ăна Чӗмпӗрти чăваш шкулӗнче хатӗрленӳ класӗнче хӗрачасене вӗрентме шанать. Çапах та ку ӗç вăхăтлăха çеç. Малашне вырăна салатӗç.
Иван Яковлевич пултаруллă, шанăç паракан ачасене Чӗмпӗртен пит аякках ярасшăн пулман. Григорий Тимофеев тӗслӗхӗнче те çавнах курмастпăр-и-ха?..
«…Çав Уренпура каймалла тесе тăраттăм ӗнтӗ эпӗ, пӗчӗккӗ хӗрсене вӗрентнӗ çӗре çӳрекелеттӗм, хам та вӗренткелеттӗм вӗсене. Пӗрре çапла эпӗ вӗсене вӗрентсе чарăнтăм та, вăл-ку çинчен калаçкаласа тăраттăмăр аранçӗ. Çав хутлăхран класа пӗр хам пӗлекен учитель пырса кӗчӗ те: «Эсӗ-и Григорий Тимофеев? Иван Яковлевич чӗнет сана», – терӗ. «Эпӗ. Мӗншӗн чӗнет-ши?» – терӗм эпӗ. «Пӗлместӗп мӗншӗн чӗннине», – тет вăл. Хăвăртрах хӗрсене класран кăларса ятăм та кайрăмăр эпир çав учительпе, Ефим Петровичпа, Иван Яковлевич патне канцелярине. Ефим Петрович мана Иван Яковлевич мӗншӗн чӗннине каламасах-ха. «Мӗншӗн чӗнет-ши ку мана?» – тесе шухăшласа пыратăп эпӗ. Хай канцелярине çитрӗмӗр те эпир кӗрсе кайрăмăр иксӗмӗр те. Пырса кӗрсенех мана Иван Яковлевич: «Акă мӗн, Григорий Тимофеев, çакă Элшел учителӗ Ефим Петрович Элшелӗнчен урăх тӗле куçать. Унăн пумушникӗ те каять унтан. Эпӗ сана çавăнта ярасшăн, уйăхне вун пилӗк тенкӗ шалу пулать сана, кунта лере, Уренпура кайниех мар, çывăхра, хамăр пӗлекен чăваш хушшинче», – терӗ.
Эпӗ кăна илтсен калама çук савăнтăм, хай Уренпур шухăшӗ пӗтрӗ манăн, çӗнӗ шухăш килсе кӗчӗ. «Ыран кайăр», – терӗ пире Иван Яковлевич. Çавăнтах эпир хамăра кирлӗ-кирлӗ хутсем çыртăмăр, мӗн кирлине хатӗрлерӗмӗр-турăмăр…» (Тăхăрьял, 335 стр.)
Тимофеевăн алçырăвне кӗнекен кăларма май килмен
Куртăмăр ӗнтӗ, маттур çамрăка И.Я.Яковлев хăйӗнчен аякка ярас темен, ав, Элшелӗнчи училищӗре вырăн пушансан унта вырнаçтарнă. Кунта вăл темиçе çул ӗçлесен, чăвашсен пурнăçӗпе паллашсан тӗлӗнмеллипех тӗлӗнет: вӗсен калаçăвӗ, йăли-йӗрки, юрри-сăмахӗ, тумӗ-юмӗ, ытти халăхсемпе хутшăнаслăхӗ Тӗрлемес енчисемпе танлаштарсан, урăхларах иккен, йăлт чăвашла, йăлт хăйсемле. Вара Григорий Тимофеев хăй мӗн курни-илтнине хут çине çырса пыма тытăнать. 1903 çулта вăл «Тăхăрьял» ятлă самаях хулăн алçыру хатӗрлесе çитерет те Иван Яковлевича вулама парать.
Вӗренекенӗ çакăн пек паха ӗç хатӗрлеме пултарнишӗн епле-ха савăнмăн?! Ăслăлăх ыйтнă пек çырнă-çке ăна, тӗплӗн, ăнланса. Ним те калаймăн, чаплă! Пичетлесе шкулсене çитересчӗ, анчах пулӗ-ши? Цензура ытла тата хӗстерет-çке. «Вак халăхсен литератури пулма та пултараймасть!» – тесе шаккасах тăраççӗ вӗт.
И.Я.Яковлев «Тăхăрьял» алçырăва Н.И.Ашмарин профессора пама сӗнет. Мускаври Тӗн академийӗнче вӗренекен А.А.Антонов (Чӗмпӗрти чăваш шкулӗн воспитанникӗ пулнă. – В.Ц.) студента рецензи çырса пама ыйтать. Вӗсен хаклавӗсем пӗр евӗрлӗ: «Чаплă ӗç. Пичетлесчӗ».
Алçырупа паллашнă ытти çынсем те ăна ырă хак параççӗ, пичетлеме сӗнеççӗ. И.Я.Яковлев «Тăхăрьяла» туллин кун çути кăтартаймасть-ха. Алăра «Сказки и предания чуваш» ятлă кӗнекен алçырăвӗ, ăна пичетлемелле. Унта К.Ивановăн «Нарспийӗ», М.Федоровăн «Арçурийӗ» тата ыттисен илемлӗ хайлавӗсем. Цензурăран сыхланса вӗсене халăхран çырса илнӗ тесе палăртма тивет ӗнтӗ.
Иван Яковлевич «Тăхăрьяла» та манмасть: 1908 çулта «Образцы мотивов чувашских народных песен и тексты к ним» кӗнекере пӗр пайне пичетлесе кăларать. Умсăмахӗнче çапла çырнă: «Настоящий, впервые появляющийся, сборник мотивов народных чувашских песен содержит в себе семь отделов, в которых 91 мотивов. Мотивы эти записаны в селениях:
а) Буинского уезда, Альшеево, Раково, Чувашских Кищаках, Старых Мертлях, Кошки-Ново-Тимбаево, Черепаново, Больших Арабузях и Белой Волжке;
б) Симбирского уезда Кайсарово и Богдашкино;
в) Спасского уезда, Казанской губ. Сиктермя;
г) Петровского уезда, Саратовской губ. Белой Горы.
Тексты песен записаны частью в этих же селениях, а главным образом в с.Альшеево бывшим там учителем Григорием Тимофеевым, у которого имеется рукописный сборник песен, легенд и преданий под названием «Тăхăр ял» (9 деревень)…»
Чăнах та, асăннă кӗнекери чылай сăвă-юрра Г.Т.Тимофеевăн алçырăвӗнчен илнӗ, кăна çирӗплетес тесен «Образцы мотивов чувашских народных песен и тексты к ним» (Чăваш наци вулавăшӗн сайтӗнче пур – Авт.) кӗнекери тӗслӗхсене «Тăхăрьяла» уçса сăвă-юрăсемпе танлаштарса кăна пăхмалла. Шутлатăп та çапла пӗтӗмлетӳ патне пырса тухатăп: Иван Яковлевич Григорий Тимофеева хăйӗн ӗçне малалла тăсаканӗ пек те курнă-тăр. Ара, просветитель хăй те 1867 çулта чăваш халăхӗн этнографийӗ пирки тӗпчев тӗрленчӗкӗ пичетленӗ вӗт, сăмахлăх та нумай пухнă, вӗренекенӗсене çак пархатарлă ӗçе явăçтарнă. Шел, И.Я.Яковлев Тимофеевăн ӗçне кӗнекелесе кăларайман.
«Тăхăрьялăн»
хаклăхӗ
«Тăхăрьял» алçырăвăн пӗр копийӗ Чӗмпӗр чăваш шкулӗн библиотекинче упраннăран унпа кунти вӗренекенсем ирӗклӗнех паллашма пултарнă. Çамрăксене илемлӗ литература хайлавӗ пекех вуланакан тӗрленчӗксем тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтернӗ. Чылайăшӗн «эп те çапла çыраймăп-ши?» текен шухăш хӗмленме тытăннă. Вӗсенчен пӗри Константин Васильевич Иванов пулнă.
Филологи ăслăлăхӗсен докторӗ Ю.М.Артемьев «ХХ ӗмӗр пуçламăшӗнчи чăваш литератури» кӗнекинче çапла çырать: «1906 çулта К.В.Иванов Г.Т.Тимофеевăн «Тăхăрьялӗпе» тӗплӗн паллашнă хыççăн тăван халăх хевтипе чӗлхин малашлăхне иксӗлми шанчăкпа ӗненме пуçлать. Çакăнпа пӗрлех çырас ӗмӗтпе хавхаланнă поэт халăх сăмахлăхӗн вӗçӗ-хӗррисӗр пуянлăхне пӗрчӗн-пӗрчӗн пухма кирлине тарăнрах ăнланса илет».
Çапла, К.В.Иванова вилӗмсӗр «Нарспи» поэмине çырма Г.Т.Тимофеевăн «Тăхăрьялӗ» те хавхалантарнă тесе çирӗплетсех калатпăр. Акă тата чăваш музыкин классикӗ Ф.П.Павлов çырнине вулар: «Халиччен чăваш çинчен çырнă кӗнекесем хушшинче – «Тăхăрьял» паллă кӗнеке. Наука тӗлӗшӗнчен вӗреннӗ çынсемшӗн пит аван, вӗренмен чăвашсемшӗн ахаль те пит аван. Çавах хамăр халăха кăштах та пулин тимлеме шухăш парать. Ан тив, вуласа пăхчăрччӗ: мӗн калӗç-ши чăвашсем? Çавăнпа «Тăхăрьял» кӗнекине станпа çапсан пит аван пулӗччӗ». (Канаш. – 1922, окт.,17.).
«Пичетлесчӗ» тени, шел пулин те, пурнăçа кӗреймест. Атя, патша саманинче ăна пурнăçа кӗртме май пулман тейӗпӗр, анчах та çӗнӗ саманара чăваш культури аталансах пынă вăхăтра мӗншӗн пичетлемен-ха «Тăхăрьяла»?! Сăлтавӗ пӗрре çеç – Григорий Тимофеев 1908 çулта чиркӳ ӗçне куçнă та çапла пӗр ăстрăм учительте, тепӗр ăстрăм священникра тăрăшнă. 1937 çулта ăна «халăх тăшманӗ» тунă та персе вӗлернӗ. Юрать-ха, алçырăвне пӗтермен, çунтарса яман. Авторне те, унăн чаплă ӗçне те вăхăтлăха маннă тесен те юрать, тӗпчевçӗсем сайра-хутра алçырăва тыткаласа пăхнă-ха ӗнтӗ, хăш-пӗр пайӗсене кӗнекесене те кӗрткеленӗ...
Элшел çынни Роман Чепунов 1961 çулта «Тăван Атăл» журналăн 1-мӗш номерӗнче «Г.Тимофеевăн «Тăхăрьял» алçырăвӗ çинчен» тӗпчев ӗçӗ пичетлесе кăларать. Алли çăмăл пулать Роман Андреевичăн, çак статьяран пуçланать те «Тăхăрьяла» кӗнекелесе кăларас тесе чăнласа ӗçлени.
Тӗрленчӗке вӗçлесе пынă май вулакана 2002 çулта пичетленнӗ «Тăхăрьял» кӗнекен умсăмахӗнчи (авторӗ В.Г.Родионов) пӗтӗмлетӳпе паллаштарас тетӗп: «Тăхăрьяла» чăннипех те халăхăмăрăн эпопейи тесе калама май пур. Унта чăвашăн пин-пин çул пуçтарăннă ăсӗ, пурнăç йӗркипе йăли, тӗнчекурăмӗпе философийӗ, кăмăл-сипечӗпе илемӗ пуçтарăннă. Çыравçă вӗсене тухья кӗмӗлӗсене çирӗплетнӗ пек илеме туйса вырнаçтарнă. Вăхăт иртнӗ майăн унăн пӗлтерӗшӗ вӗçӗмсӗр ӳссе пырӗ».
Асăрхаттарни: тӗрленчӗке çырнă чухне «Тăхăрьял» кӗнекепе, И.Я.Яковлевăн «Манăн пурнăç» асаилӗвӗпе усă курнă.
Василий ЦЫФАРКИН.
Пăва районӗ,
Элшел.
Нет комментариев