«Савнӑ тусӑм – кӑвак куçӑм»
Çӗнӗ хыпарсем

«Савнӑ тусӑм – кӑвак куçӑм»

Хӑй нумай çул сцена çинче тӑрӑшнӑран пулӗ, Александр Пӑрттан пьесисем аван пулса тухаççӗ

Çак кунсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче Александр Пӑртта (Степанов) çырнӑ пьесӑсен пуххин иккӗмӗш кӗнеки пичетленсе тухрӗ. Вулакансем астӑваççӗ пулӗ, пӗрремӗш кӗнеки «Ман пылак çырлам» ятпа 2024 çулта кун çути курнăччӗ. Халӑх ӑна кӑмӑлласа йышӑнчӗ, унта ытларах драмӑсем кӗнӗ. Иккӗмӗш кӗнеки вара «Савнӑ тусӑм – кӑвак куçӑм» ятпа пичетленчӗ. Редакторӗ – Алина Майорова, художникӗ – Ирина Калентьева.

 

Александр Пӑрттана (Степанова) вулакансем ӑста çыравçӑ пек çеç мар, пултаруллӑ артист пек те пӗлеççӗ. Вӑл Ярославль хулинчи Ф.Волков ячӗллӗ академи драма театрӗ çумӗнчи Театр институтӗнче пӗлӳ илсе 1990 çултанпа Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх çамрӑксен теат­рӗнче ӗçлет. Хӑй нумай çул сцена çинче тӑрӑшнӑран пулӗ, унӑн пьесисем аван пулса тухаççӗ. Вӗсене литературӑна юратакансем кӑмӑлласа вулаççӗ, халӑх теат­рӗсем те хапӑлласа йышӑнаççӗ.

Александр Иванович – Чӑваш Респуб­ликинчи Профессиллӗ писательсен союзӗн пайташӗ (1997), Нестӗр Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗ (2022), Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ (2018). 2021 çулта Регионсен хушшинчи çамрӑксен театрӗсен Иосиф Дмитриев (Трер) ячӗллӗ фестивальте çак кӗнекене кӗнӗ «Çил çинчи çамрӑклӑх» хайлав чи актуаллӑ пьеса символне çӗнсе илнӗ.

«Савнӑ тусӑм – кӑвак куçӑм» кӗнекене 1997 – 2015 çулсенче тӗрлӗ жанрпа çырнӑ сакӑр пьеса кӗнӗ. Кунта ытларах – камитсем, çав хушӑрах драмӑсемпе юмах та пур. Вӗсенчен нумайӑшне рес­публикӑри профессиллӗ театрсен сцени çинче кӑтартнӑ. Паянхи кун «Çил çинчи çамрӑклӑх» пьеса тӑрӑх лартнӑ спектак­ле Чӑваш патшалӑх çамрӑксен театрӗнче курма пулать.

Пьесӑсен тӗп теми – ырӑпа усал хушшинчи хирӗçӳ. Чӑваш тата вырӑс литературин чылай классикӑлла хайлавӗнче тӗл пулакан çак тема Александр Пӑрттан пултарулӑхӗнче те тӗп вырӑн йышӑнать. Автор чӑваш ялӗнче çуралса ӳснӗ, çакӑ унӑн хайлавӗсенче те палӑрать. Вӑл ял çыннисем йывӑрлӑхсене кулӑшпа çивӗч ӑс-тӑн пулӑшнипе çӗнтерсе пынине кӑтартать.

Кӗнекере хула пурнӑçӗн темине те хускатнӑ. Сӑнарсем йывӑр лару-тӑрӑва лексен те çынлӑха çухатмаççӗ, пӗр-пӗрне пулӑшса пыраççӗ.

Пьесăсен пуххи вулама кăмăллакансемшӗн, республикăри тата ун тулашӗнчи чăвашла спектакльсем лартакан театр­семшӗн паха парне пулӗ.

 

Алина МАЙОРОВА.


Нет комментариев