Анат Кăтрата ачисем масмак мӗн иккенне те, ăна мӗнле тумаллине те пӗлеççӗ халӗ
«Пушкинская карта» федераллă программăпа килӗшӳллӗн Чистай районӗнчи Анат Кăтрата Культура çурчӗ декабрӗн 1-мӗшӗнче мастер-класс ирттерсе вырăнти шкул ачисене масмак тума вӗрентнӗ. Кун çинчен Культура çурчӗ социаллă сетьсенчи хăйӗн страницинче хыпарлать.
Мастер-класа хутшăннисем чăваш хӗрӗсен эрешӗ шутланакан масмака ăсталамалли вăрттăнлăхсемпе пӗрлех унăн историне пӗлнӗ тата чăваш тумӗн, тӗррин хăйне евӗрлӗхӗпе паллашнă. Çак хитре эреше хăйсен аллипе ăсталаса пăхнă. Ачасене çав тери килӗшнӗ мастер-класс. Йӗркелӳçӗсене вӗсем ку ăсталăхшăн тав тăваççӗ.
Çитӗнекен ăрăва тăван культурăпа çапла паллаштарни çав тери усăллă, истори те, культура та пуян-çке пирӗн. Чăваш ачин ăна мӗн пӗчӗкрен пӗлсе ӳсмелле. (Сăнӳкерчӗк Анат Кăтрата Культура çурчӗн).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев