АННА АТАМАНОВА – ТУТАРСТАНĂН ЧИ ХИТРЕ ХӖРӖ
Конкурс партнерӗсем пӗр финалисткăна та парнесӗр хăвармарӗç
Январӗн 28-мӗшӗнче «Пирамида» культурăпа кану комплексӗнче хӗллехи чи илемлӗ мероприятисенчен пӗри «Мисс Татарстан – 2022» республика конкурсӗ яланхи пек çӳллӗ шайра иртрӗ. Сумлă мероприятин кăткăс кастингне иртсе финала пурӗ 30 конкурсантка лекнӗ. Вӗсем Тутарстан Республикин тӗрлӗ хулисемпе районӗсенчен, ытларах Хусан хӗрӗсем.
«Мисс Татарстан» регионри обществăлла организацийӗн президенчӗ Изольда Сахарова кăçалхи конкурса çулталăкăн тӗп тӗсне, кăвак тӗсе, халалланă. Çавăнпа хӗрсем конкурсăн кашни тӗрӗслевне – хăвпа паллаштарнине, «Атя калаçар...» ыйту-хурава, «Купальник» бикини-конкурса кăвак тумпа тухрӗç. Хӗрсем пӗринчен тепри чипертерех, жюрие çӗнтерӳçӗне суйласа илме çăмăл мар, паллах. Çавăнпа 30 пикерен хӗрсем сцена çине иккӗмӗш хут тухнă хыççăн топ-10 суйлаççӗ.
«Визитка» конкурса пикесем Екатерина Тонюшкина паллă дизайнер хатӗрленӗ кӗпесемпе тухрӗç. Хăйсем пирки финалисткăсем видеоэкран çинче паллаштарчӗç. Вӗсен йышӗнче чи асли 22-ре пулчӗ, ыттисем 16-19 çулхисем. Хăш-пӗри аслă классенче вӗренет, ыттисем пурте студенткăсем. Кашнин хăйӗн ӗмӗчӗ, тӗллевӗ, юратнă ӗçӗ.
Пикесем валли хитре купальника вара ятарласа Шупашкарти «YARCHE» спорт тумтирӗн бренчӗ хатӗрленӗ.
Конкурсăн кăçалхи хăни музыкант тата композитор, юрăç, продюсер, «Музыка вместе» Пӗтӗм Раççей проекчӗн продюсерӗ, Ингушетин тава тивӗçлӗ артисчӗ Тимур Ведерников пулчӗ.
Жюри топ-10 списока кам кӗнине суйлама кайсан куракансене юрăпа вăл савăнтарчӗ те.
Конкурса яланхи пекех Михаил Волконадский сценарист тата режиссер ертсе пычӗ. Сăмах май, «Мисс Татарстан» РООпа вăл 15 çул ытла ӗçлет, унăн улшăнми ертӳçи тата режиссерӗ. Хăйне шыври пулă пекех туйни «Атя калаçар» конкурсра пит лайăх курăнчӗ, пикесене кăткăс ыйтусемпе аванах муритлерӗ. Жюри те кăçал шăп лараканни пулмарӗ, вӗсенчен те нумай ыйту килчӗ. Хӗрсен пӗлӗве кăна мар, тавçăрулăха та кăтартма тиврӗ. Çак тӗрӗслеве вӗсем тивӗçлӗ, ята ямасăр иртрӗç. Хăш-пӗри Волконадские те «вырăна» лартма пултарчӗ. Ак çапларах вӗсем, хальхи маттур та илемлӗ хӗрсем.
Шел, кăçалхи конкурсра ăнсăртран чирлесе ӳкнипе Изольда Генриевна хăй пулаймарӗ, унсăрăн мероприяти тăлăхраххăн иртрӗ. Çапах ӗçтешӗсем вăл тытса пыракан шайран чакмарӗç. ASPARA Казахстан бренчӗн тӗп дизайнерӗн Айдархан Калиевăн тум коллекцине курма май пулни хăйне пӗр парне пулчӗ. Хусана илсе килнӗ коллекцие маларах вăл Парижри, Миланри, Стамбулти тата ытти хуласенчи мода эрнисенче кăтартнă.
Çӗнтерӳçӗсене палăртас самант та çитрӗ. Конкурс партнерӗсем – илем салонӗсем, декоративлă косметика лавккисем, фитнес-центрсем, турагентсем тата ыттисем кашни хăй номинанткине палăртрӗç. Хăш-пӗр пике икшер-виçшер номинацие те тивӗçрӗ. Пурин ятне те асăнмăпăр. Тӗп титулсен çӗнтерӳçисем: «Мисс Очарование» – Владислава Олейникова (Хусан), «Мисс Фото» – Екатерина Морозова (Чистай), «II Вице мисс Татарстан -2022» – Ксения Кирчанова (Хусан), «I Вице-мисс Татарстан-2022» – Рамина Пронина (Хусан).
Çӗнтерӳçӗсем: «Мисс Казань – 2022» титула Хусан хӗрӗ Ралина Ахмадуллина тивӗçрӗ. Тӗп коронăна тата «Мисс Татарстан – 2022» ята вара Анна Атаманова (Анат Кама) çӗнсе илчӗ. Хушаматне кура чăннипех пуринчен те хăюллă пулса хăй пултарулăхӗпе илемне туллин уçса пама пултарчӗ. Яланхи пек тӗп титула илекенсене парнесем айне турӗç. Анна Атаманова партнерсенчен хаклă кӗрӗк, ют çӗршыва канма кайма путевка илме тивӗçрӗ.
Конкурс партнерӗсем пӗр финалисткăна та парнесӗр хăвармарӗç. Вăтăрăшне те ювелир эрешӗ, дипломсем парса чысларӗç.
Февралӗн 1-мӗшӗнче конкурс пӗтӗмлетӗвӗсемпе «Татар-информ» ИАра çӗнтерӳçӗсемпе – Анна Атамановăпа, Ралина Ахмадуллинăпа тата Михаил Волконадскипе пресс-конференци иртрӗ. Тӗп çӗнтерӳçӗсем кӗскен хăйсемпе паллаштарчӗç, малашнехи плансем çинчен каласа пачӗç. Иккӗшӗ те пурнăçра хальхи вăхăтра вӗренӳ тӗп вырăнта пулнине палăртрӗç. Конкурса хатӗрлекенсене, хăйсен ашшӗ-амăшне, тăванӗсемпе тусӗсене тӗрев панăшăн тав турӗç.
«Ман пурнăçра тӗп вырăн анне йышăнать. Унран пăхса нумайăшне вӗренетӗп, вăл манăн мотиватор, манăн чи юратнă та хаклă çын. Манăн ăна тӗнчери чи-чи телейлӗ çын тăвас килет. Уншăн нимӗн те шел мар», – терӗ хӗрӳллӗн Ралина.
«Маншăн та аттепе анне – чи хаклă çынсем. Пурне те тав пулăшнăшăн, тӗрев панăшăн. Чи кирли маншăн ку пурнăçра – чăн-чăн çын пулни, ун шалти илемӗ, ăс-тăн, интеллект, ырă кăмăл, тирпейлӗх шайлашăвӗ пултăр. Çаксем пурте пулсан çын илемлӗ», – терӗ «Мисс Татарстан-2022» хуçи Анна.
Малашне хӗрсен лăпланма вăхăт çук. Вӗсене «Мисс Россия» конкурс кӗтет.
Ирина ГОРДЕЕВА.
А.Фархан сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев