Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Анна Иванова: «Тăван чӗлхе – атте-анне панă чи паха парне»

Паянхи çамрӑксем ялтан пысӑк хуласене куçса пурнӑç таппине улӑштараççӗ тата тӑван чӗлхепе йӑласене манма пуçлаççӗ. Анчах халӑх культурипе йӑлисене упрас тесе тăрăшакансем те пур-ха. Вӗсенчен пӗри – Çарăмсан районӗнчи Сосновка ялӗнче çуралса ӳснӗ 20 çулхи Анна Иванова – «Тутарстан Чăваш пики – 2025» конкурсӑн çӗнтерӳçи тата Елабугăри культурăпа искусствăсен колледжӗн студентки.

Илемлӗ коронăпа хитре тум­тирлӗ сăнарта ырă кӑмӑллӑ та чипер хӗре курма пулать. Вӑл хӑйӗн тӑван ялӗ, кил-йышӗ тата чӑваш чӗлхи çинчен ӑшшӑн каласа парать.

Анна каланӑ тӑрӑх, конкурс­ри çӗнтерӳ уншӑн кӗтменлӗх пулнӑ.

– Çӗнтеретӗп тесе пӗрре те шутламанччӗ. Тӗрӗссипе каласан, питӗ тӗлӗнтӗм, – аса илет хӗр «Тутарстан Чăваш пики – 2025» конкурсăн финалне.

Анчах ку çӗнтерӳ патне çитме пикене нумай çул хатӗрленни, халӑх культурипе интересленни тата ырми-канми тăрăшни пулăшнă. Анна маларах иртнӗ конкурссене пурне те кайса курнă, хăй те сцена çине тухма ӗмӗтленнӗ. Пӗлтӗрхи конкурса ăнсăрт­ран тенӗ пек заявка панă вăл. Питӗ тӗрӗс тунă!

Конкурса хатӗрленесси çăмăл ӗç мар вăл: куллен репетицисене çӳремелле, чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине, культурине, историне ăша хывмалла, ыйхӑсӑр каçсем те нумай кун пек чух... Иккӗленӳпе пăшăрхану та хăйсен ытамӗнчен ямаççӗ. Анчах та маттур пикепе  юнашар яланах çывӑх çыннисем пулнӑ.

– Хӑранине, иккӗленнине çӗнтерме мана анне, çемье тата тӑвансем пулӑшрӗç, – тет Анна.

Паян хӗр Елабугăри культурăпа искусствăсен колледжӗнче 3-мӗш курсра «Эстрадăри музыка искусстви» юхăмра вӗренет. Хулари мероприятисене хастар хутшӑнать. Пушă вӑхӑтра ӳкерме, апат хатӗрлеме тата çӗнӗ çынсемпе паллашма юратать.

Хулара пурăнсан та Анна чи паха япалана – несӗлӗсен çы­хӑнӑвне – çухатман. Унӑн пурнӑçӗнче тӑван чӗлхе уйрӑм вырӑн йышӑнать.

– Маншӑн тӑван чӗлхе – атте-анне çуралнӑ чух панӑ чи паха парне. Ку  пире туйăмлă пулма, ӗмӗтленме тата хамӑр тымарсене асра тытса пурӑнма пулăшакан хатӗр, – тет Анна.

Ивановсен килӗнче наци йӑлисене хисеплеççӗ те, упраççӗ те. Аннăшӑн уйрӑмах чăвашсен Уявӗ хаклă, тӑван ялӗнче çулсерен ирттереççӗ ăна.

– Кашни çул утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пӗтӗм тӑван Сосновкăра пирӗн патра пухӑнать. Ку кун ялта вӑйӑ выляççӗ, юрӑ юрлаççӗ, Уява ял хыçне тухса ӑсатса яраççӗ. Маншӑн ку ачаран килекен ырă та паха йӑла, – каласа парать хӗр.

Анна шухӑшӗпе, çавнашкал кил-йыш уявӗсем, юрӑсем тата тӑван чӗлхепе хутшӑнни çынна хӑй халӑхӗпе çыхӑнтараççӗ.

Паян çамрӑксенче халăх культурине юратас туйӑма аталантарасси питӗ пӗлтерӗшлине ăнланать пике.

– Тӑван чӗлхепе иртекен ме­ро­приятисем, пултарулăх каçӗ­сем, концертсем нумайрах пулмалла – çамрӑксем наци культури паян та чӗрӗ тата интереслӗ пулнине туйса илччӗр.

Чӑн-чăн илем çыннӑн сӑнӗнче маррине Анна çирӗплетсех калать.

– Чӑн-чăн илем – çыннӑн шалти тӗнчи, – тет хӗр.

Хӑйӗн тӗп пахалӑхӗсен шутне вӑл çирӗп тӗллевлӗ, мал ӗмӗтлӗ, тӳсӗмлӗ тата çынсемпе хутшӑнма пӗлнине кӗртет. Анна Иванова ачаранпах çакăн пек принциппа пурăнать: «Ӗмӗтлен, ума тӗллев­сем ларт, вӗсене пурнӑçла».

Хӗр шучӗпе паянхи самана таппинче те тӑван чӗлхене, йӑ­ласене упраса хăварса аталантарма, Тӑван çӗршыва юратма нимӗн те чăрмантармасть. Шăп Анна Иванова пек çынсем халӑх чысӗпе мӑнаçлăхӗ пулса тӑраççӗ те ӗнтӗ.

 

Виктория КОНДРАТЬЕВА.

А.Иванован харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗк. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана общество чувашская красавица 2026