Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Аннене халалланă паттăрлăх

2008 çулта Швейцарири Базель хулинче 12 сехете тăсăлнă супермарафонра çӗнтернӗ чăваш хӗрӗ Надежда Сандркина çинчен çырнă кӗнекене Ульяновск облаçӗнчи Аслă Нагаткинра хăтланă, презентацие Надежда хăй те, вăхăтлăха Нью-Йоркра пурăнаканскер, ятарласах килнӗ.

«Подвиг во имя матери» – çапла ятлă пирӗн ентешӗн, РФ Писательсен союзӗн пайташӗн, ЧР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗн, Ульяновскра пурăнакан Николай Ларионовăн çӗнӗ кӗнеки. Вырăсла çырнă кӗнекере автор Раççейӗн марафон енӗпе спорт мастерӗ, Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районне кӗрекен Вăтам Улхаш ялӗнче çуралса ӳснӗ Надежда Сандркинан пурнăçӗ пирки каласа парать. 2008 çулта Швейцарири Базель хулинче 12 сехете тăсăлнă супермарафона хутшăнса чăваш хӗрӗ 101 километр та 259 метр чупса тухнă. Хăйӗн çӗнтерӗвне Надежда ракпа чирлӗ амăшне халалланă, çӗнтерсен амăшӗ сываласса чӗререн шаннă. Çак дистанци мӗнлерех йывăрлăхпа парăннине спортсменка хăй çеç пӗлет пуль. Финиша епле çитнине тӗлӗкри пек çеç астăвать вăл... Сăмах май, Николай Ларионов Н.Сандркина паттăрлăхӗ пирки пирӗн хаçат валли пысăк очерк çырса панăччӗ, вулакансем ăна астăваççех пулӗ.

Чăваш хӗрӗн тӗлӗнмелле пурнăçӗ, спортри ăнăçлă карьери, тӗллеве пурнăçлас тесе йывăрлăхсене çӗнтерни, Тăван çӗршыва, амăшне чунтан юратни пирки çырса кăтартни Надеждăна хăйне кăна мар, паянхи кун çамрăксене кирлӗ. Çак историе яш-кӗрӗмӗн пӗлмеллех: ку тӗслӗхе ăша хывса вӗсем ашшӗ-амăшне хытă юратма, хисеплеме вӗренччӗр, Тăван çӗршыв чысне хӳтӗлеччӗр. Надежда Сандркина паттăрлăхӗ – пире пурнăç парнеленӗ аннесене вӗçсӗр-хӗрсӗр юратнин тӗслӗхӗ.

Çак кунсенче Ульяновск облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗн программи шайӗнче тата Халăхсен çулталăкне халалласа Аслă Нагаткинта асăннă кӗнекен хăтлавӗ иртрӗ. Çынсем питӗ йышлăн пуçтарăннăччӗ. Кӗнекери тӗп сăнар – Надежда Сандркина – хăй те, вăхăтлăха Нью-Йоркра пурăнаканскер, çак мероприятие ятарласах килнӗ. Авторпа кӗнекери тӗп сăнара саламлама Ульяновск облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗн канашçи те, Чăнлă район администрацийӗн, регионти çыравçăсен пӗрлӗхӗн представителӗсем те килнӗччӗ. Шупашкартан та сумлă делегаци çитнӗ.

Çавăн пекех Надеждăна ӗçтешӗсем саламларӗç: Алина Иванова, Валентина Колпакова (Шупашкар), Ольга Назаркина (Мелекесс), Алсу Минникаева, Валентина Керимова (Ульяновск), Анатолий Савгачев, Ильгиз Сафин (Нурлат), Виталий Мердеев (Çӗпрел) тата ыттисем те.

Виçӗ сехете тăсăлнă кӗнеке хăтлавӗ чăн-чăн уява çаврăнчӗ. Вырăнти «Шанăç», «Шуçăм», «Илем», «Мерчен» ансамбльсем, «Кӗмӗл сасă – 2019» конкурс-фестиваль лауреачӗ Мария Ямщикова хăйсен пултарулăхӗпе савăнтарчӗç пухăннисене.

Надежда Сандркина ăшă тӗлпулăва йӗркелекенсене чӗререн тав турӗ, тăван районӗнчи шкулсене, библиотекăсене, спорт шкулӗсене 50 ытла кӗнеке парнелерӗ. Уява килнисем те кӗлӗсене çӗнӗ кӗнекесӗр каймарӗç – автограф çырнă 170 ытла кӗнеке хăйӗн вулаканне тупрӗ çав кун.

Мероприятие ертсе пыракансем Надеждăна купăс тыттарса пӗр-икӗ кӗвӗ калама ыйтсан паллă спортсменка çухалса каймарӗ, тăсса ямарӗ-и купăса! Темиçе кӗвӗ янраттарнă хыççăн анне çинчен калакан чăваш юррин кӗввине калама пуçларӗ те – унпа пӗрле пӗтӗм зал юрларӗ çав юрра. Хӗрарăмсен кăна мар, шурă çӳçлӗ арçынсен те куççулӗсем юхрӗç çав самантра. Юлашкинчен пурте пӗрле тăванлăх юрри юрларӗç. (Елена КУВШИННИКОВА, «Симбирск» журнал редакторӗ. Н.Ларионов сăнӳкерчӗксем).

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России